Ермолаев Александр Александрович
Ермолаев Александр Александрович (1906 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ, Златоуст[d], Ӗпхӳ кӗпӗрни — 1976 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ, Владикавказ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (23.10.1943)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончĕн 40-мĕш çарĕн 161-мĕш стрелоксен дивизийӗн 565-мĕш стрелоксен полкӗн командирĕ, майор.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1906 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Златоуст хулинче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ чукун ҫул ӗҫченӗ пулнӑ. Ачалӑхӗнче вӑл нумай вырӑнта пурӑннӑ: Златоустра, Красноярскра, Новосибирскра. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ, хыҫҫӑн Ҫӗпӗр крайӗн статистика уйрӑмӗнче аслӑ шутлавҫӑ пулса ӗҫленӗ.
1928—1930 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. КВЖД ҫинчи хирӗҫӳре хутшӑннӑ. 1930 ҫулта Ермолаев Иркутскра пехота командирӗсене хатӗрлекен курссене вӗренсе пӗтернӗ, хыҫҫӑн Ҫӗпӗр ҫар округӗн штабӗнче хӗсметре тӑнӑ.
1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче, ҫав уйӑхрах аманнӑ. 1943 ҫулхи мартра «Выстрел» курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ, хыҫҫӑн каллех фронта таврӑннӑ. Воронеж тата 1-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Воронеж фрончӗн 40-мӗш ҫарӗн 161-мӗш стрелоксен дивизийӗн 565-мӗш стрелоксен полкне ертсе пынӑ.
Курск ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ. Днепр ҫинчи ҫапӑҫура палӑрнӑ. 1943 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче Ермолаев хӑйӗн полкӗпе Днепр урлӑ каҫнӑ. Ку Украинӑн Черкасск облаҫӗнчи Канев районӗнчи Луковица ялӗ патӗнче пулнӑ. Вӗсем Днепрӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче плацдарм тытса илнӗ тата нимӗҫсен пур контратакисене те сирсе янӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнчи указӗпе «нимӗҫ захватчикӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командованине ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Александр Ермолаев майора Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ. Унӑн Ленин орденӗпе 3689 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне парса чысланӑ.
1944 ҫулхи ака уйӑхӗнче иккӗмӗш хут аманнӑ. 1945 ҫулхи пушран пуҫласа Орджоникидзери ҫар-автомобиль училищинче вӗрентнӗ. 1954 ҫулта полковник званийӗпе Ермолаев отставкӑна тухнӑ.
Орджоникидзе хулинчи Гибизов урамӗнчи 22-мӗш ҫуртра (хальхи вӑхӑтра — культура еткерлӗхӗн объекчӗ) пурӑннӑ.
1976 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче вилнӗ.
Икӗ Ленин орденӗпе, икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, нумай медальпе наградӑланӑ.
Асӑну
- Малтан Осетин масарӗнче пытарнӑ, 2009 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Владикавказ хулинчи Мухтав Аллейинче тепӗр хут пытарнӑ[4].
- Челепи облаҫӗнчи Златоуст хулинчи Паттӑрсен Аллейинче Паттӑрӑн бюстне лартнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ермолаев Александр Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Ермолаев Александр Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Ермолаев Александр Александрович. Указ ПВС СССР. В списке награждённых под номером34.
- ^ Ермолаев Александр Александрович, Герой Советского Союза - участник Курского сражения (к 115-летию со дня рождения) | Архивная служба Республики Северная Осетия-Алания (выр.). archive.alania.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.