Ермолаев Василий Антонович
Ермолаев Василий Антонович (1924 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ, Псебай[d] — 1943 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ, Заньки[d], Житомир облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар танкисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (25.08.1944)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончĕн 60-мĕш çарĕн 4-мĕш гварди танк корпусĕн 12-мĕш гварди танк бригадин 3-мĕш танк батальонĕн танк командирĕ, гварди кĕçĕн лейтенанчĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1924 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче Псебай станицинче (Кӑнтӑр-Тухӑҫ облаҫӗ) вырӑс ӗҫҫынни ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗпе Крымская станицинче (халӗ Краснодар Енӗн Крымск хули) пурӑннӑ.
1939 ҫулта ВЛКСМ-а кӗнӗ. 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе илнӗ.
1942 ҫулта ВВС спецшкулне, 1943 ҫулта — Ленинград танк училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1943 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа — фронтра.
Хӑйӗн пӗрремӗш ҫапӑҫӑвӗнче, 1943 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче Заньки ялӗ патӗнче Т-34 танкӑн экипажӗ (командирӗ — кӗҫӗн лейтенант В. А. Ермолаев, механик-водителӗ — сержант А. А. Тимофеев, авӑрлаканӗ — Сорокин рядовой) тӑшманӑн 6 танкне тӗп тунӑ та ҫунтарнӑ.
Ҫапӑҫура Т-34 танка та тивӗртнӗ, вӑла ҫунма пуҫланӑ. В. Ермолаев ҫунакан танкран Сорокина кӑларнӑ, хыҫҫӑн тӑшманӑн «Тигр» танкне тапӑнса кӗнӗ. Икӗ танк та сирпӗннӗ, экипаж вилнӗ.
Заньки ялӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Геройӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн);
- Ленин орденӗ (1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн).
Астӑвӑм
- Паттӑрӑн ятне Краснодарти асӑну арки ҫине ҫырнӑ.
- 1965 ҫулта Совет Союзӗн Паттӑрӗсене В. А. Ермолаевпа А. А. Тимофеева чусласа Заньки ялӗнче обелиск лартнӑ.
- В. А. Ермолаева хӗсметре тӑнӑ ҫар чаҫӗн йышне ӗмӗрлӗхе кӗртнӗ.
- В. А. Ермолаев ячӗпе Крымскри урам хисепленет.
- Наро-Фоминскри урама Паттӑр ятне панӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ермолаев Василий Антонович. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Ермолаев Василий Антонович. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Ермолаев Василий Антонович. Наградной лист. Страницы:1.2.