Ермолаев Григорий Дмитриевич

Ермолаев Григорий Дмитриевич (1924, Сердобский уезд[d], Сарăту кĕперни1944 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ, Витебский район[d], Витебск облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар танкисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 3-мĕш Беларуç фрончĕн 39-мĕш çарĕн 28-мĕш уйрăм гварди танк бригадин танк командирĕ, гварди кĕçĕн лейтенанчĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1924 çулта Никандровка ялĕнче çуралнă (халĕ — Саратов облаçĕ). Вăл шкулăн саккăр классне вĕренсе пĕтернĕ, кайран колхозра шофер пулса ĕçленĕ.

1942 çулта Ермолаева Хĕрлĕ Çара хĕсмете чĕннĕ. Сызрань танк училищинче вĕренсе тухнă. 1943 çулхи юпа уйӑхӗнчен — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслă вăрçин фрончĕсенче. Калинин тата 3-мĕш Белорус фрончĕсенче çапăçусене хутшăннă. Смоленск облаçне тата Белорус ССРне ирĕке кăларма хутшăннă.

1944 çулхи ҫӗртме уйӑхӗ тĕлне гварди кĕçĕн лейтенанчĕ Григорий Ермолаев 28-мĕш уйрăм гварди танк бригадин (39-мĕш çар, 3-мĕш Беларуҫ фрончӗ) танкне ертсе пынă.

Витебск облаçне ирĕке кăларнă чухне палӑрнӑ. 1944 çулхи ҫӗртмеĕн 23-мĕшĕнче Ермолаевăн танкĕ хăйĕн подразделенийĕнче пĕрремĕш Лучоса юханшыв патне тухнă та каçăва ярса илнĕ, çакăн чухне тӑшманӑн икĕ автомашинине тата виçĕ киммине аркатнă, кайран вара тĕп вăйсем çитиччен ăна тытса тăнă.

Ҫӗртмен 25-мĕшĕнче Ермолаевăн экипажĕ пĕрремĕш Витебск — Лепель шоссе патне тухнă та, нимĕç колонни хыççăн пыраканскер, 3 хăй тĕллĕн артиллери установкине, 8 артиллери туппине, 20 автомашина, 25 кимме çĕклемсемпе, 120 яхăн тăшман салтакне тата офицерне тӗп тунă. Колоннăна аркатса, танкистсем Анăç Двина патне тухнă та ун урлă каçă патĕнче хӳтĕленме тытăннă. Тăшман пысăк вăйсемпе темиçе контратака тунă. Сапăçу виçĕ сехет пынă.

Вуннăмĕш контратакӑна сирсе янă чухне Ермолаев вилнĕ. Витебск районĕнчи Рудакиĕн ялĕнче пытарнă.

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе 1945 çулхи пушăн 24-мĕшĕнче гварди кĕçĕн лейтенантне Григорий Ермолаева вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттӑрӗн ятне панă.

Астӑвӑм

  • Ермолаева асӑнса Витебск районĕнчи Узварцы ялĕнче обелиск лартнă.
  • Саратов хулинчи Ҫӗнтерӳ паркӗнчи Паттӑрсен Аллейинче Григорий Дмитриевич Ермолаевăн ятне ҫырса хунă.
  • Г. Ермолаев ятне Екатериновка районӗнчи Шиловка ялӗнчи урама панă.
  • 2010 çулта Екатериновка районĕнчи Альшанка вăтам шкулӗн çурчӗ ҫине Паттӑрӑн асăну хăмине ҫакнă.
  • 2013 çулта Екатериновка посёлокӗнче Екатериновка районĕнче çуралнă Совет Союзĕн Паттӑрӗсен портречĕсемпе обелиск лартнă, çав шутра Ермолаев Г. Д. портречӗ те пур.
  • 2015 çулта Альшанка шкулӗ патӗнче Г. Д. Ермолаевăн портречĕпе палăк лартнă.
  • 2019 çулта Саратов хулинче, Завод районĕнчи 40-мĕш пĕтĕмĕшле пӗлӳ паракан вăтам шкула Ермолаев ятне панă.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ермолаев Григорий Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  2. ^ Ермолаев Григорий Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ Ермолаев Григорий Дмитриевич. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем