Ермолаев Иван Алексеевич

Ермолаев Иван Алексеевич (1907 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ, Большие Березицы[d], Санкт-Петербург кĕперни1993 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ, Брест[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Украина фрончĕн 53-мĕш çарĕн 228-мĕш стрелоксен дивизийĕн 767-мĕш стрелоксен полкӗн командирĕ, майор.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1907 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче Большие Березицы ялӗнче (халӗ — Новгород облаҫӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл шкулӑн ҫичӗ класне вӗренсе пӗтернӗ.

1929 ҫулта Ермолаева Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. 1934 ҫулта Ленинградри ҫар-политика училищинче вӗренсе тухнӑ, 1943 ҫулта — «Выстрел» курсӗнче.

Ҫав ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пулнӑ.

1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне Иван Ермолаев майор 2-мӗш Украина фрончӗн 53-мӗш ҫарӗн 767-мӗш стрелоксен полкне ертсе пынӑ.

Вӑл Венгрие ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ. Ермолаев хӑйӗн полкне Мако хулине тытса илнӗ чухне ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ. Ҫак хула урлӑ Венгрие Румынипе тата Югославипе ҫыхӑнтаракан пӗлтерӗшлӗ ҫулсем иртнӗ.

1944 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче полк тӑшманӑн 500 яхӑн салтакӗпе офицерне пӗтернӗ тата тыткӑна илнӗ, нумай ҫар техникине, ҫав шутра икӗ танк тата 20 ытла артиллери туппине, ярса илнӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи Указӗпе Иван Ермолаев майора Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе парса Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен вӑл Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ.

1950 ҫулта офицер составне ӳстермелли курсене вӗренсе пӗтернӗ. 1955 ҫулта полковник званийӗпе запаса тухнӑ.

Брестра пурӑннӑ.

Брестри Плоска масарӗнче пытарнӑ.

Аставӑм

2021 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче Ермолаев И. А. 1957 ҫултан пуҫласа 1970 ҫулччен пурӑннӑ ҫурт ҫинче (Брест хули, Советская урамӗ, 30-мӗш ҫурт) асӑну хӑмине вырнаҫтарнӑ.

Хисепӗсем

  • Икӗ Ленин орденӗ,
  • икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ,
  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ орденӗсем,
  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ,
  • медальсем.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ермолаев Иван Алексеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  2. ^ Ермолаев Иван Алексеевич.
  3. ^ Ермолаев Иван Алексеевич. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем