Ермолаев Иван Дмитриевич

Ермолаев Иван Дмитриевич (1924 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ, Старая Покровка[d], Высокинское сельское поселение[d]1993 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ, Аҫтӑрхан) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар артиллерисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.12.1943)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончĕн 6-мĕш гварди çарĕн 27-мĕш уйрăм танксене пĕтерекен бригадин 1839-мĕш танксене пĕтерекен артиллери полкӗн тупӑ тĕллекенĕ, сержант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1924 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Старая Покровка ялӗнче (халӗ — Воронеж облаҫӗн Лиски районӗ) ҫӗр ӗҫлекен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл фабрика-завод вӗренӗвӗн шкулне пӗтернӗ, Чкалов (халӗ — Оренбург) облаҫӗнче чукун ҫул ҫинче электрик пулса ӗҫленӗ.

1942 ҫулта Ермолаева Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. Ҫав ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пулнӑ.

1943 ҫулхи август тӗлне Иван Ермолаев сержант Воронеж фрончӗн 6-мӗш гварди ҫарӗн 27-мӗш уйрӑм истребитель-противотанк артиллери бригадин 1839-мӗш истребитель-противотанк артиллери полкӗн тупӑ тӗллекенӗ пулнӑ.

Вӑл Харьков облаҫӗнчи ҫапӑҫусенче палӑрнӑ. 1943 ҫулхи августра Ермолаев нимӗҫ танк тата пехота подразделенийӗсен контратакисене сирсе яма хутшӑннӑ. Ҫав ҫапӑҫура вӑл 1 йывӑр тата 3 вӑтам танка персе тӑкнӑ.

Тепӗр ҫапӑҫура вӑл тата пӗр йывӑр танка, кайран ун патне вездеходпа пынӑ ремонт бригадине тӗп тунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнчи Указӗпе Иван Ермолаев сержанта Ленин орденӗпе тата 2616 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.

Вӑрҫа вӗҫленсен Ермолаева демобилизациленӗ. Вӑл Аҫтӑрхан хулинче пурӑннӑ.

СССР КП ТК ҫумӗнчи Обществӑлла ӑслӑлӑхсен Академине вӗренсе пӗтернӗ. Партипе комсомол ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ, кайран Аҫтархан патшалӑх медицина институтӗнче вӗрентнӗ.

1993 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче вилнӗ, Ҫӗнӗ масарта пытарнӑ.

Профессор, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

Лиски хулин Хисеплӗ гражданинӗ.

1-мӗш степеньлӗ икӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, нумай медальпе чысланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ермолаев Иван Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  2. ^ Ермолаев Иван Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ Ермолаев Иван Дмитриевич( в наградном листе именуется как Ермалаев Иван Дмитриевич). Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем