Ермолаев Сергей Ильич

Ермолаев Сергей Ильич (1924 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ, Пенза районĕ1945 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ, Фейер[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (25.01.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 3-мĕш Украина фрончĕн 4-мĕш гварди çарĕн 42-мĕш уйрăм танксене пĕтерекен артиллери бригадин 1963-мĕш танксене пĕтерекен артиллери полкӗн çулăм взвочĕн командирĕ, кĕçĕн техник-лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1924 ҫулта Пенза облаҫӗн Кондоль районӗнчи Загоскино ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл шкулӑн ҫичӗ класӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1936 ҫултанпа Омск облаҫӗн Исилькуль районӗнче пурӑннӑ, совхозра шоферта ӗҫленӗ.

1942 ҫулхи августра Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. 1943 ҫулта кӗҫӗн воентехниксен курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ, хыҫҫӑн хирти артиллери мастерскойӗнче хӗсметре тӑнӑ.

1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Украина, Молдави, Болгари, Румыни, Югослави тата Венгри ҫӗрӗсене ирӗке кӑларма ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

1945 ҫулхи кӑрлач тӗлне кӗҫӗн техник-лейтенант Сергей Ермолаев 3-мӗш Украина фрончӗн 4-мӗш гварди ҫарӗн 42-мӗш уйрӑм истребитель-противотанк артиллери бригадин 1963-мӗш истребитель-противотанк артиллери полкӗн ҫулӑм взвочӗн командирӗ пулнӑ. Венгрине ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ.

1945 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Ермолаевӑн взвочӗ Секешфехервартан 12 ҫухрӑм ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Замой ялӗ патӗнче нимӗҫ танк тата механизациленӗ подразделенийӗсен контратакине сирнӗ. Артиллерисем тӑватӑ танка тӗп тунӑнӗ, анчах та ҫакӑ тапӑнакансене чарма пултарайман. Ермолаев граната ҫыххипе хӑй ҫине пыракан танксен пӗрин айне выртса ӑна хӑйпе пӗрле сирпӗтнӗ. Унӑн ҫак ӗҫӗ нимӗҫсен контратакине путарма май панӑ. Ермолаева Секешфехерварти ҫар масарӗнче пытарнӑ.

Наградисем

  • СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнчи указӗпе «ҫапӑҫусенче кӑтартнӑ хастарлӑхпапаттӑрлӑхшӑн» кӗҫӗн техник-лейтенант Сергей Ермолаева вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.
  • Вӑл Ленин тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр (1944 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ) орденӗсене тивӗҫнӗ.

Асӑну

  • Ермолаев ячӗпе Омскра тата Исилькульте урамсене ят панӑ, вӑл вӑрҫӑччен ӗҫленӗ Боевой посёлокӗнчи совхозра унӑн бюстне лартнӑ.
  • Боевой посёлокӗнче Паттӑр ячӗпе урама ят панӑ, шкул ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ, шкул музейӗнче экспозици йӗркеленӗ.
  • Кондоль ялӗнче тата пӗр асӑну хӑми ҫакнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ермолаев Сергей Ильич. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  2. ^ Ермолаев Сергей Ильич. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ Ермолаев Сергей Ильич. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем