Ермолаев Феогент Филиппович
Ермолаев Феогент Филиппович (1920 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ, Огнёвка[d], Алтай кӗпӗрни[d] — 1944 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ, Дрогошево[d], Ломжинский повет[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар офицерӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Беларуç фрончĕн 49-мĕш çарĕн 42-мĕш стрелоксен дивизийӗн 459-мĕш стрелоксен полкӗн стрелоксен батальонĕн командирĕн çумĕ, капитан.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1920 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Огнёвка ялӗнче (халӗ — Алтай Республикин Усть-Коксин районӗ) ҫуралнӑ. Вӑл хресчен ҫемйинче ӳснӗ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ, кайран колхозра ӗҫленӗ.
1940 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Ермолаева Хӗрлӗ Ҫар хĕсметне чӗннӗ. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пулнӑ.
Вӑл Вӑта, Хӗвеланӑҫ тата 2-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче йывӑр аманнӑ.
1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗ тӗлне Феогент Ермолаев капитан 2-мĕш Беларуç фрончĕн 49-мĕш çарĕн 42-мĕш стрелоксен дивизийӗн 459-мĕш стрелоксен полкӗн стрелоксен батальонӗн командирӗн ҫумӗ пулнӑ.
Вӑл Беларуҫ ССРӗн Могилёв облаҫне ирӗке кӑларнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ.
1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче Ермолаев ертсе пыракан салтаксен ушкӑнӗ Шклов районӗнчи Добрейка ялӗ патӗнче Днепр урлӑ каҫнӑ та унӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче плацдарм ярса илнӗ, кайран нимӗҫ ҫарӗсене траншейӑсенчен кӑларса янӑ. Хӗрӳ самантра Ермолаев хӑйӗн салтакӗсене тапӑнӑва ҫӗкленӗ. Унӑн харсӑр ӗҫӗсем тӗп вӑйсене ӑнӑҫлӑ каҫма пулӑшнӑ.
1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Ермолаев ушкӑнӗ Минск-Могилёв шоссене каснӑ, нимӗҫсен 500 яхӑн грузлӑ автомашинине ярса илнӗ те тӗп тунӑ.
1944 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ермолаев Польша ҫӗрӗнче ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Ӑна Ломжӑран кӑнтӑр-хӗвеланӑҫалла Дрогошево ялӗ патӗнче пытарнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи Указӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командованиӗн ҫапӑҫу заданийӗсене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Феогент Ермолаев капитана вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.
Ҫавӑн пекех Ленин орденӗпе, икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе наградӑланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ермолаев Феогент Филиппович. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Ермолаев Феогент Филиппович. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Ермолаев Феогент Филиппович. Наградной лист. Страницы:1.2.