Ермоленко Пантелей Игнатьевич
Ермоленко Пантелей Игнатьевич (1909 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ, Могилёвская губерния[d] — 1984 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ, Лиманное[d], Амур облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар артиллерисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (13.11.1943)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончӗн 40-мĕш çарӗн 68-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 198-мĕш гварди стрелоксен полкӗн тупӑ командирĕ, гварди сержанчĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1909 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче Прудки ялӗнче (халь — Беларуҫӗн Могилёв облаҫӗн Шклов районӗ) ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, колхозра шоферта ӗҫленӗ.
1942 ҫулхи нарӑсра Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. Ҫав ҫулхи августран пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче.
1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне гварди сержанчӗ Пантелей Ермоленко Воронеж фрончӗн 40-мӗш ҫарӗн 68-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 198-мӗш гварди стрелоксен полкӗн туппине ертсе пынӑ.
Днепр ҫинчи ҫапӑҫура палӑрнӑ. 1943 ҫулхи сентябрӗн 24-мӗшӗнче Днепрӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнчи плацдармра, Украина ССРӗн Киев облаҫӗн Кагарлык районӗнчи Балыко-Щучинка ялӗ таврашӗнчи ҫапӑҫусенче Ермоленко хӑй тӗллӗн тӑшманӑн темиҫе вунӑ салтакӗпе офицерне пӗтернӗ, ҫавӑн пекех темиҫе вут тӗлне пусарнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи указӗпе «командовани ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хастарлӑхшӑн» гварди сержанчӗ Пантелей Ермоленко Ленин орденӗпе тата 3357 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивӗҫнӗ.
1947 ҫулта старшина званийӗнче Ермоленко демобилизациленнӗ.
Амур облаҫӗн Серышево районӗнчи Лиманное ялӗнче пурӑннӑ, колхоз председателӗ, кайран типӗтӳ агрегачӗн мастерӗ пулса ӗҫленӗ.
1984 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче вилнӗ, Лиманное ялӗнче пытарнӑ.
Ҫавӑн пекех темиҫе медальпе чысланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ермоленко Пантелей Игнатьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Ермоленко Пантелей Игнатьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Ермоленко Пантелей Игнатьевич. Наградной лист. Страницы:1.2.