Ерофеевский Африкант Платонович
Африкант Платонович Ерофеевский (1917 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ, Каргасокский район[d] — 1976 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ, Тула) — ҫар лётчик,Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, Совет Союзĕн Паттăрĕ (1944). Полковник.
Кун-ҫулӗ
Африкант Платонович Ерофеевский 1917 çулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Томск кĕпӗрнине кĕнĕ Тымск ялĕнче çуралнă[1]. 1921 çулта килйыш Тобольска куçса кайнă[2][3]. 1932 çулта 8 класс пĕтернĕ[3][4]. 1934 çулта килйыш Чӗмпӗре куçса кайнă. Ульяновскра ĕçлеме пуçланă: аслă пионер вожатый, кайран физкультура вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ[2]. Тюменьри аэроклубăн пĕрремĕш вĕренекенĕсенчен пĕри пулнă[4].
1936 çулта Хĕрлĕ Çар хĕсметне чĕнсе илнĕ. Ульяновскри ҫар авиаци шкулне тата Пермьри ҫар авиаци шкулне пĕтернĕ[1]. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăл ПО-2 самолётпа вĕçнĕ[2]. Икĕ хутчен самолётне çапса антарнă, вăрмана анса ларма тивнĕ[2].
1943 çулхи юпа уйăхĕнче майор Ерофеевский 6-мĕш сывлăш çарне кĕнĕ 242-мĕш каçхи бомбăлакан авиаци дивизин 717-мĕш бомбăлакан авиаци полкĕн эскадрильин командирӗ пулнă. Çак вăхăтчен вăл 1034 çапăçу вĕçĕвĕ туса нимӗҫ çарĕсен чӗрӗ вӑйне тата тыл объекчĕсене бомбăланă[5].
1944 çулхи нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче СССР Аслă Канашĕ Президиумĕн Хушăвĕпе çапăçу заданисене паха пурнăçланăшăн тата паттăрлăх кăтартнăшăн Африкант Ерофеевский майора Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне панă, Ленин орденĕпе тата «Хĕрлĕ Çăлтăр» медальпе чысланă[6].
Вăрçă вĕçленсен Африкант Ерофеевский Совет Çарĕнче хĕсмете тăснă. Унăн полкĕн вĕçевçисем СССРта пĕрремĕш Ми-4 вертолёчĕсене алла илнӗ. Вăл Антарктида экспедицийĕ валли тунă пĕрремĕш вертолёта сывлăша хăпартнă. Çак тĕрĕслевсем вăхăтĕнче вертолёт пĕчĕк çӳллĕшрен çĕре ӳкнĕ, Африкант Ерофеевский аманнă, госпитальте нумай выртнă. 1961 çулта полковник званипе запаса тухнă. Тула хулинче пурăннă, Тула аэропорчĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ[1]. 1976 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Тулӑри Смоленск çăвинче пытарнă.
Хисепĕсем
Астăвăм
Тула хулинче Ерофеевский пурăннă çурта (Ленин проспекчĕ, 63) асăну хăми çакнă. Унăн ячĕпе Тула хулинчи Пролетарски районĕнчи урама ят панă.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Ерофеевский Африкант Платонович. Музей Победы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Наши герои. Ерофеевский Африкант Платонович. Tomsk.ru (10 акан 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ерофеевский Африкант Платонович. Томский Краеведческий музей. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Непобеждённый. Чем прославился воздушный гусар Африкант Ерофеевский. Улправда (4 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Ерофеевский Африкант Платонович. ВИИ СФУ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ерофеевский Африкант Платонович. Память народа. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Ерофеевский Африкант Платонович. Кузбассовцы — незабытые Герои. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза — ульяновцы. — Ульяновск, 1975.
- Кузнецов И. Золотые звезды: Томичи- Герои Советского Союза.- Томск, 1987.
- Полынин Ф. П. Боевые маршруты. — М.: Воениздат, 1981.
- Туляки Герои Сов. Союза, Тула, 1967.
Каçăсем
- Ерофеевский Африкант Платонович. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
- Ерофеевский Африкант Платонович. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.