Ерошкин Валентин Кириллович
Валентин Кириллович Ерошкин (1925 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ, Самар кĕперни — 1997 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ, Балаково[d], Сарӑту облаҫӗ) — совет ҫар ҫынни, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945), гварди майорӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1925 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Сарӑту облаҫӗнчи Духовницк районӗнчи Озинки ялӗнче ҫуралнӑ[1]. Вырӑс. Сакӑр ҫул вӗренмелли шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн тырӑ совхозӗнче тракторист пулса ӗҫленӗ[1].
1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара хӑй ирӗкӗпе кайнӑ[2]. Анӑҫ, Сталинград, Кӑнтӑр-Анӑҫ, 3-мӗш Украина тата 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Смоленск патӗнче хӳтӗленӳ ҫапӑҫӑвӗсене, Сталинград ҫапӑҫӑвне, Украинӑна тата Польшӑна ирӗке кӑларас операцисене хутшӑннӑ. Виҫӗ хутчен аманнӑ, икӗ хутчен контузипе пулнӑ[3].
1944 ҫулта — 100-мӗш гварди стрелоксен полкӗн (35-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗ, 8-мӗш гварди ҫарӗ, 1-мӗш Беларуҫ фрончӗ) сапёр-разведчикӗ, гварди аслӑ сержанчӗ. Висла урлӑ каҫнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ. 1944 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче полк командирӗн хушӑвӗпе хӑйӗн киммипе юханшывӑн сылтӑм ҫыранне пӗрремӗш десанта куҫарнӑ. Тӑшман хытӑ пенине пӑхмасӑр ҫар ҫыннисене куҫарас ӗҫе малалла тӑснӑ. Тӑваттӑмӗш хут кайнӑ чухне кимме самолёт бомбипе аркатнӑ, анчах контузипе пулнӑ Ерошкин ҫырана ҫити ишсе ҫитнӗ те ҫӗнӗ кимӗпе куҫарӑва малалла тӑснӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Висла урлӑ каҫнӑ тата плацдарм тытса тӑнӑ чухне кӑтартнӑ тар хастарлӑхшӑн гварди аслӑ сержанчӗ Ерошкин Валентин Кирилловича Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» медалӗ панӑ[2]. Наградӑна маршал Г. К. Жуков хӑй панӑ[3].
1945 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче В. К. Ерошкин Мускавра Хӗрлӗ лапамра иртнӗ Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ[2]. 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн пӗрлештернӗ полкӗнче 8-мӗш гварди ҫарӗн ялавне йӑтса пынӑ[3].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Чӗмпӗрти гварди танк училищине пӗтернӗ[3]. 1961 ҫулччен ҫарта хӗсметре тӑнӑ, гварди майорӗ званипе запаса тухнӑ[2].
1954 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче Тоцкри ҫар вӗренӗвӗсене (ядерлӑ хĕçпăшалпа) хутшӑннӑ. Унӑн разведка роти ядерлӑ сирпӗнӳн эпицентрне пӗрремӗш кӗнӗ.
Саратов облаҫӗнчи Балаково хулинче пурӑннӑ та ӗҫленӗ. «Вечернее Балаково» хаҫатӑн редакторӗ пулнӑ, хула ДОСААФ комитетне ертсе пынӑ, хула ветеранӗсен канашӗн организаторӗпе ертӳҫи, «Зарница» ҫар-спорт вӑййин командирӗ пулнӑ[3][1].
1997 ҫулхи ҫуӑн 12-мӗшӗнче вилнӗ. Балаково хулинчи кивӗ хула ҫăвине пытарнӑ[3].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗ, «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» медалӗпе Ленин орденӗ);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин I степеньлӗ орденӗ (1985 ҫулхи акан 6-мӗшӗ);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1956 ҫул);
- III степеньлӗ Мухтав орденӗ (1945 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ)[4];
- «Хӑюллӑхшӑн» медаль (икӗ хут: 1944 ҫулхи акан 15-мӗшӗ, 1944 ҫулхи ҫуӑн 27-мӗшӗ)[4];
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль (1951 ҫул);
- «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль (1942 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ);
- «Берлина илнӗшӗн» медаль (1945 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ)[4];
- «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль (1945 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ)[4];
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (1945 ҫулхи ҫуӑн 9-мӗшӗ)[4];
- Балаково хулин Хисеплӗ гражданинӗ[2];
- Трнава хулин (Чехословаки) Хисеплӗ гражданинӗ[2].
Астӑвӑм
- Паттӑр ятне Балаково хулинчи 5-мӗш вӑтам шкула панӑ[1].
- Вӑл вӗреннӗ Солянкӑри сакӑр ҫул вӗренмелли шкул ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Килйышӗ
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Ерошкин Валентин Кириллович. Саратовская областная универсальная научная библиотека. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Почетные граждане города Балаково: Ерошкин Валентин Кириллович. Администрация Балаковского муниципального района. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Герой Советского Союза: Ерошкин Валентин Кириллович. thanksforall.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Ерошкин Валентин Кириллович. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Краткая биография В.К. Ерошкина. Инфоурок. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Наградăпа докуменчĕсем «Память народа» сайтӗнче