Ершов Алексей Иванович
Алексей Иванович Ершов (1920 ҫулхи акан 18-мӗшӗ, Аполиха[d], Томск кӗпӗрни[d] — 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ, Корени[d], Полесская область[d]) — ҫар ҫынни, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943), гварди красноармеецӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1920 ҫулхи акан 18-мӗшӗнче (тепӗр хыпарпа — 1925 ҫулта[1]) хальхи Ҫӗнӗ Çĕпĕр облаҫӗнчи Купин районӗнчи Аполиха ялӗнче ҫуралнӑ[2]. Вырӑс. Новоселькӑри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула вӗренсе пӗтернӗ[2][3]. Машинăпа-трактор станцинче слесарь пулса ӗҫленӗ[2].
1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете кайнӑ[2]. Кемĕрти пехота училищинче вӗреннӗ[3][1]. Авӑн уйӑхӗнче Тӗп фронта 75-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 212-мӗш гварди стрелоксен полкне янӑ[2].
1943 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗн каҫӗнче Глебовка ялӗ патӗнче (Киев облаҫӗнчи Вышгород районӗ) Днепр урлӑ каҫнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ[2]. Юханшыв ҫинче батальон киммисемпе платформисем тӑшманӑн «Николаев» парохочӗпе тӗл пулнӑ. Гвардеецсем парохода пур хĕçпăшалтан пеме тытӑннӑ, ҫырана тухсассӑн ҫывӑхри карапа штурмланӑ[4]. Ершов ҫак ҫапӑҫура 20 яхӑн тӑшмана вӗлернӗ, хӑй аманнӑ пулин те тухӑҫ ҫыранне таврӑнма килӗшмен[4]. Парохода полкӑн ытти пайӗсене плацдарма куҫарма усӑ курнӑ.
Ирхине Ясногородка ялӗшӗн ҫапӑҫу пуҫланнӑ. Ершов ҫак ҫапӑҫура та 20 яхӑн тӑшман салтакне тата офицерне вӗлернӗ[2][4].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Днепр урлӑ каҫнӑ тата плацдарм тытса тӑнӑ чухне кӑтартнӑ хастарлӑхшӑн гварди хӗрлӗармеецӗ Ершов Алексей Ивановича Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» медалӗ панӑ[2][5].
1944 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче разведка ҫапӑҫӑвӗнче (Гомель облаҫӗнчи Светлогорск районӗнчи Корени ялӗ патӗнче, Беларуҫ) вилнӗ[2][4]. Ҫапӑҫу вырӑнӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
Астӑвӑм
- Ун ятне урамсене панӑ: Купино хулинче (Ҫӗнӗ Çĕпӗр облаҫӗ) тата Светлогорск хулинче (Гомель облаҫӗ, Беларуҫ)[2][1];
- Купино районӗнчи Яркуль кӳлли ҫинчи ача-пӑча лагерӗ Паттӑр ячӗпе ҫӳрет[2];
- Ҫӗнӗ Çĕпӗрти вӑл вӗреннӗ Новосельск шкулӗнче музей уҫнӑ[2];
- Мускавра, Ҫӗнӗ Çĕпӗрте тата Кемĕрте астӑвӑм хӑмисем вырнаҫтарнӑ[4][3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Ершов Алексей Иванович. Кузбассовцы — незабытые Герои. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 Ершов Алексей Иванович. Мультимедийный архив Новосибирской области. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Календарь Победы. Администрация города Кемерово. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Ершов Алексей Иванович. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ершов Алексей Иванович. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Алексей Иванович Ершов «Герои страны» сайтӗнче
- Наградăпа докуменчĕсем «Память народа» сайтӗнче