Есипов Пётр Васильевич
'Есипов Пётр Васильевич (1919 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ, Нижняя Катуховка[d] — 1975 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ, Воронеж) — лётчик-штурмовик, гварди полковникӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945)[1][2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Есипов Пётр Васильевич 1919 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Воронеж кӗпӗрнин (халӗ Воронеж облаҫӗн Ҫӗнӗ Усман районӗ) Анатри Катуховка ялӗнче ҫуралнӑ[2][3].
1935 ҫулта Воронеж хулинчи фабрикăпа-завод вӗренӗвӗн (ФЗУ) шкулне вӗҫленӗ, унтан Дзержинский ячӗллӗ тепловоз-юсав заводӗнче токарь пулса ӗҫленӗ[2][4].
1940 ҫулта Хӗрлӗ Ҫарта хӗсмете тӑнӑ. 1941 ҫулта Егорьевскри ҫар авиаци лётчик шкулне вӗҫленӗ[2][1].
1942 ҫулхи юпӑн уйӑхӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче[1][3]. Вăл хăйĕн пурнăçĕнче 197 штурмлакан «Ил-2» самолётпа тăшман аэродромĕсене, каçăсене, техникипе çын вăйӗ пухăннă вырăнсене штурмланă[4][5]. 23 сывлăш çапăçăвне хутшăннă, 2 тăшман самолётне çапса антарнă[1][2].
1945 ҫулхи пуш уйăхӗ тӗлне гварди лейтенанчӗ Есипов Пётр Васильевич 93-мӗш гварди штурмлакан авиаци полкӗн эскадрильи командирӗн çумӗ тата штурманӗ пулнӑ (5-мӗш гварди штурмлакан авиаци дивизийӗ, 2-мӗш гварди штурмлакан авиаци корпусӗ, 2-мӗш сывлăш çарĕ, 1-мӗш Украина фрончӗ)[1][2].
СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1945 ҫулхи ҫӗртме уйăхӗн 27-мӗшӗнчи хушăвӗпе «командованине тӑшманпа ҫапăçу фронтӗнче ҫар заданисене тӗрӗс пурнăçланă тата ҫав вăхăтра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн» Есипов Пётр Васильевича Ленин орденӗпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медалĕпе (№ 6590) чысласа Совет Союзӗн Паттăрӗ ятне панă[1][6].
1948 ҫулта вӑл штурмансен аслă офицер шкулне вӗҫленӗ[2][3]. 1960 ҫулта полковник званипе запаса тухнă[2][7]. Воронеж хулинче пурăннă.
Есипов Пётр Васильевич 1975 ҫулхи нарăс уйăхӗн 25-мӗшӗнче вилнӗ[1][2]. Воронежри Коминтерн масарĕнче пытарнă[6][7].
Хисепӗсем
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Есипов Пётр Васильевич. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14 Есипов Пётр Васильевич. Музей Победы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Есипов Пётр Васильевич. Воронежская Энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Есипов Пётр Васильевич – ветеран Великой Отечественной войны и труженик Желдорреммаша. Аргументы и Факты. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Есипов Петр Васильевич. Дорога Памяти. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Есипов Пётр Васильевич. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Наши герои: Петр Васильевич Есипов. РИА Воронеж (30 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Есипов, Пётр Васильевич. Российское общество Знание (2 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.