Ж

Жж, — чăваш алфавитĕнчи вуннăмĕш саспалли. Унӑн ячĕ — «жă». Кивĕ чӑваш çырулăх палăкĕсенче Жж саспаллине усă курнă. Ăна икĕ уçă сасă хушшинчи янăракан шавлă хупă сасса палăртма çырнă (алзажи «алсиш», кусьхаржи «куç харши»).

Çĕнĕ чăваш çыруллахне 1933 çулта кĕртнĕ. Вырӑс чӗлхинчен йышăннă сăмахсенче кăна çыраççĕ: жираф, баржа, жакет, багаж.

Категорисем