Журавлёв Алексей Юрьевич

Журавлёв Алексей Юрьевич (1971 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ, Нехаевская[d], Волгоград облаçĕ1998 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ, Махачкала) — Раҫҫей ҫар ҫынни, 136-мӗш гварди мотострелоксен бригадин инженер-сапёр ротин командирӗ, гварди капитанӗ. Пӗрремӗш чечен вӑрҫине хутшӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (1998, вилнӗ хыҫҫӑн).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1971 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Волгоград облаҫӗнчи Нехаевская станицире ҫуралнӑ. Касак династийӗнчен. Урюпинск хулинчи 2-мӗш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ[1].

СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче(выр.)чăв. 1989 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнчен пуҫласа. 1994 ҫулта Калининград инженери ҫарӗсен аслӑ инженери училищинче лейтенант званипе вӗренсе тухнӑ. 1994 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен — Ростов облаҫӗнчи Каменск-Шахтинский(выр.)чăв. хулинчи инженер-сапёр бригадин мина хуракансен взвочӗн командирӗ. Хӗсмет тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн вӑхӑт ҫитмесӗрехн аслӑ лейтенант ятне панӑ.

1995 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен — Ҫурҫӗр Кавказ ҫар округӗн(выр.)чăв. инженер-сапёр бригадин уйрӑм инженер-сапёр батальонӗн инженер-сапёр взвочӗн командирӗ.

1995 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗччен Пӗрремӗш чечен вӑрҫин(выр.)чăв. ҫапӑҫӑвӗсене мина взвочӗн командирӗ пулса хутшӑннӑ. Хӑй 400 ытла сирпӗтӳ хатӗрне сиенсӗрлетнӗ[2].

1996 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен — Ҫурҫӗр Кавказ ҫар округӗн инженер-сапёр бригадин уйрӑм инженер-сапёр батальонӗн инженер-сапёр ротин командирӗ.

1997 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа — Ҫурҫӗр-Кавказ ҫар округӗн 136-мӗш уйрӑм гварди мотоперевҫӗсен бригадин 531-мӗш уйрӑм инженер-сапёр батальонӗн инженер-сапёр ротин командирӗ, гварди капитанӗ. Буйнакск (Дагестан Республики) хулинче хӗсметре тӑнӑ.

1997 ҫулхи раштав уйӑхӗнче бригада автопаркне боевиксен ушкӑнӗ тапӑннине сирсе яма хутшӑннӑ. Паттӑрлӑх орденне(выр.)чăв. тивӗҫнӗ.

Алексей Журавлёв капитан 1998 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче ҫӗрле Махачкала варринче виҫӗ хӑватлӑ фугасран тӑракан мина-капкӑна сиенсӗрлетнӗ чухне вилнӗ, вилес умӗн вӗсенчен иккӗшне сиенсӗрлетме ӗлкӗрнӗ (следстви версийӗ тӑрӑх виҫҫӗмӗш фугасӗ радиоуправлениллӗ пулнӑ, сапёра курса-сӑнаса тӑнӑ террористсем ӑна сирпӗтсе янӑ)[3].

Нехаевская станицин масарӗнче пытарнӑ[4].

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 1998 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи 1399-мӗш хушӑвӗпе ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттарлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Журавлёв Алексей Юрьевич капитана Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗн (вилнӗ хыҫҫӑн) ятне панӑ.

«Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чыслав хучӗсене Балти флочӗн командующийӗ флотӑн тӗп госпиталӗнче ӗҫлекен Елена мӑшӑрне панӑ[5].

Хисепӗсем

  • Раҫҫей Федераци Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (1998, вилнӗ хыҫҫӑн);
  • Паттӑрлӑх орденӗ (1998).

Астӑвӑм

  • Урюпинск хулинчи Штеменко урамӗнчи 7-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ;
  • Алексей Журавлев бюстне Урюпинск хулинчи хула скверӗн Паттӑрӗсен аллейинче вырнаҫтарнӑ;
  • Паттӑр вӗреннӗ 2-мӗш вӑтам шкул (лицей) ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ;
  • 2001 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗнче Урюпинск хулинчи Арман тӑкӑрлӑкне Журавлёв тӑкӑрлӑкӗ ята куҫарнӑ;
  • 2000 ҫулта Махачкалари вилнӗ вырӑн ҫывӑхӗнчи ятсӑр урама Журавлёв ятне панӑ;
  • Журавлёв ятне Волгоград облаҫӗн администрацийӗн Ҫар тата ӗҫ мухтавӗн залне кӗртнӗ[6].

Ҫемье

Авланнӑ пулнӑ, хӗрӗ юлнӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 В Волгограде военкомат требует лишить родителей Героя России из Урюпинска надбавок к пенсиям (29 апреля 2019). 2025 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ Чтобы помнили о Герое (2012-04-27). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ Журавлёв Алексей Юрьевич. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
  4. ^ Имя Героя будет вечно жить в памяти Нехаевцев! (выр.). ДОСААФ Волгоградской области. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  5. ^ Официальный отдел. Вести с флотов. // Морской сборник. — 1999. — № 6. — С.27.
  6. ^ Сведения о лицах и населенных пунктах, увековеченных в Зале воинской и трудовой славы Администрации Волгоградской области. Администрация Волгоградской области. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем