Журавлёв Василий Артёмович
Журавлёв Василий Артёмович (1913 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ, Марьинский район[d], Донецк облаҫӗ[d] — 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ, Краснодар) — совет лётчикӗ, бомбардировщик штурманĕ, майор, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вăрҫине хутшăннăскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1948). Хĕсметрен хыççăн подполковник званипе запаса тухнă.
Пурнăҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1913 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Екатеринослав кĕпĕрнин (халĕ — Донецк облаçĕ) Катериновка ялĕнче çуралнă[1][2]. Ачалăхне Донецк тата Днепропетровск хулинчи ача çурчĕсенче ирттернӗ[1][3]. Днепропетровск чукун çул институчĕн рабфакĕнче вĕреннĕ, кайран Донецк хулинче шахтăра электрослесарь пулса ĕçленĕ[1][4].
1937 çулта Хĕрлĕ Çара чĕннĕ. Çав çултах Ейск тинĕс-çар авиаци училищине стрелок-бомбардир специальноçĕпе вӗренсе пĕтернĕ, кайран Инçет Тухăçра хĕсметре тăнă[1][5]. 1939 çулта 100-мĕш хутăш авиаци бригадинче Халхин-Гол юханшывĕнчи çапăçусене хутшăннă, «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă[1][5].
1941 çулхи утӑ уйăхĕнченпе Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вăрҫинче çапăçнă. ТБ-3 самолёчĕпе Полтава, Днепропетровск, Кременчуг таврашĕнчи, Перекоп çинчи тăшман çарне бомбăланă, Днепр урлă каçусене пĕтернĕ, Черкасск хули патĕнче хупăрланă çарсене çар грузĕпе боеприпас çитернĕ[1]. 1942 çулхи кăрлач-ҫу уйăхĕсенче Транспорт авиаци уйрăм ушкӑнӗнче Крыма разведка тата диверси отрячĕсене антарнă[1]. Сталинград çапăçăвне хутшăннă. 1943 çулхи ҫу уйăхĕнченпе Ленинград фронтĕнче Карел çурутравĕнчи тăшмана тата Хельсинки хулине бомбăланă[1].
1944 çулхи ҫӗртме уйăхĕнче 339-мĕш авиаци полкĕн штурманĕ вырăнне лартнă. 1944 çулхи раштав уйăхĕнченпе полк 22-мĕш гварди бомбардировка авиаци дивизинче 18-мĕш сывлăш çарĕнче вăрçнă[1][6]. Вăл 2-мĕш тата 4-мĕш Украина фрончĕсен интересĕпе тăшманăн стратеги объекчĕсене пĕтернĕ[1]. Висла-Одер, Тухăç-Померани, Берлин операцисенче хутшăннă[3].
Вăрçă вĕçлениччен майор Журавлёв 339-мĕш бомбардировка авиаци полкĕн штурманĕ пулнă. Вăл 283 çапăçу вĕçевĕ туса тăшман аэродромĕсене, каçӑсене, портсене, хӳтĕлев районĕсене, ытти стратеги объекчĕсене бомбăланă[1][6][7].
СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1948 çулхи нарӑсӑн 23-мĕшĕнчи хушăвĕпе «командовани çапăçу заданисене тĕрĕс пурнăçланăшăн тата çав вăхăтра кăтартнă хăюлăхпа паттăрлăхшăн» Журавлёв Василий Артёмович майора Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне панă, Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медальне (№ 5809) панă[1][3].
1946 çултанпа 22-мĕш гварди бомбардировка авиаци дивизин штурманĕ пулнă. 1950 çултанпа авиаци дивизин штабĕн операци пайĕн пуçлăхĕ пулнă, кайран штаб пуçлăхĕн заместителĕ пулса хĕсметре тăнă[3]. 1954 çулта подполковник званипе запаса тухнă. Краснодар хулинче пурăннă. 2001 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче вилнĕ. Славянск çăвинче пытарнă[1][6].
Хисепӗсем
Астăвăм
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19 Журавлёв Василий Артёмович. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Журавлёв Василий Артёмович. Дорога Памяти. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Журавлёв, Василий Артёмович. Руниверсалис. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Журавлёв Василий Артёмович. AZ-libr.ру. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Память о героях жива. Официальный портал администрации Краснодара (28 кӑрлачӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Журавлёв Василий Артёмович. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Журавлёв Василий Артёмович. Книга Подвига. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.