ЗАГС органӗсенче ӗҫлекенсен кунӗ

ЗАГС органӗсенче ӗҫлекенсен кунӗ — ҫыннӑн гражданла право статусне хутпа ҫирӗплетекен специалистсен ҫулсерен палӑртакан професси уявӗ. Раштавӑн 18-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ.

Историйӗ

Октябрь революциччен гражданла тӑрӑм акчӗсене чиркӳсем ҫырса пынӑ. Священник хӑйӗн прихутри ҫыннисене венчет тунӑ, тӗне кӗртнӗ, юлашки ҫула ӑсатнӑ, чиркӳри метрика кӗнекисем ҫине ҫырса пынӑ.

undefined

1917 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче РСФСР халӑх комиссарӗсен Канашӗ «Гражданла брак, ачасем тата тӑрӑм акчӗсене палӑртакан кӗнекесене ҫырса пырасси ҫинчен» декрет йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн ача ҫуралсан е ҫӗнӗ ҫемье ҫавӑрсан граждансен хула, район, уес е вулӑс земство управӗ ҫумӗнчи мӑшӑрлану е ача ҫуралнине ҫырса хума каймалла пулнӑ. Административлӑ тата суд органӗсен те вилни ҫинчен акт хатӗрлеме унтах пымалла пулнӑ.

Декрета йышӑннӑ хыҫҫӑн Мускавра 8 ЗАГС пайне уҫнӑ. 1918 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче граждан тӑрӑмӗн акчӗсене ҫырас ӗҫе чиркӳрен куҫарнӑ вӑхӑтра куҫӑм тапхӑрӗ пулнӑ[1].

Хальхи Раҫҫейре ҫемье хутшӑнӑвӗсен йӗркине «РФ Ҫемье кодексӗпе» килӗшӳллӗн тытса пыраҫҫӗ, Патшалӑх думи ӑна 1995 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче йышӑннӑ[2][3].

2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ЗАГСсен мӗнпур архивӗсене Федераллӑ информаци системипе пӗрлештернӗ[4].

ЗАГС органӗсенче ӗҫлекенсен кунӗнче кашни ҫулах ҫак учрежденисен пуҫлӑхӗсем унта ӗҫлекенсене уяв сӗтелӗ хушшине пухаҫҫӗ те палӑрнӑ ӗҫтешӗсене грамотӑпа е премипе чыслаҫҫӗ[5].

Уяв официаллӑ шутланмасть.

2018 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, Мускавра 41 ЗАГС органӗ ӗҫлет: 34 ЗАГС пайӗ, 6 мӑшӑрлану керменӗ тата архивпа информаци уйрӑмӗ. ЗАГС органӗсем гражданла тӑрӑмӑн ҫичӗ актне регистрацилеҫҫӗ: ҫуралнине, мӑшӑрланнине, уйрӑлнин, ашшӗне палӑртнине, усрава илнине, ята улӑштарнине тата вилнине.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 18 декабря в России отмечается День образования органов ЗАГС (2018-12-18). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  2. ^ 18 декабря сотрудники органов ЗАГС отмечают свой профессиональный праздник – День работников органов ЗАГС. Администрация Некоузского муниципального района (17 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  3. ^ Какой сегодня праздник. 18 декабря - День работника органов ЗАГСа (2021-12-18). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  4. ^ День работников органов ЗАГСа – 2022: история и традиции праздника (2022-12-17). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  5. ^ 19 сотрудников органов ЗАГС Нижегородской области получили награды в свой профессиональный праздник (18 декабря 2023). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.