Зубков Валентин Иванович
Зубко́в Валенти́н Ива́нович (1923—1979) — совет актёрĕ, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
Кун-çулĕ
Çамрăклăх
Валентин Зубков 1923 çулхи çăвăн 12-мĕшĕнче Кисан кĕпернинчи Хăйăрлă салинче çуралнă. Армавирти çар авиаци шкулĕнче (1941—1943) вĕреннĕ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вĕçевçĕ пулса çапăçнă. Вăрçă хыççăн «Спецконтрольпроект» йĕркелĕвĕнче вăй хунă.
Пултарулăх çулĕ
Кинематографа театр ăстаçă пĕлӳне илмесĕрĕх хăй тĕллĕ пултарулăх ушкăнĕнчен килнĕ. Пĕрремĕш киноролĕсене эпизодсенче сăнарланă (Йĕкĕрешсем (1945) тата Вырăс ыйтăвĕ (1947)). Тепĕртакран Зубковăн паха сăн-пичĕпе ал-çурăмĕ çине кинематограф уççăн пăхма тытăнать.
Хĕрĕххĕмĕш çулĕсен вĕçĕнче Зубков МПУ çумĕнчи хăй тĕллĕ театр студинче (ертӳçĕ — Константин Воинов) ăсталăхне ӳстернĕ. Воинов патĕнче Зубков каярах «Виççĕн вăрмантан тухрĕç» (1958), «Хĕвел пурне те савать» (1959) тĕп рольсене тата «Кукка тĕлĕкĕ» ĕçĕнче (1966) эпизодри роле сăнарланă.
Хăйĕн пĕрремĕш тĕп рольне 1955-мĕш çулта «Это начиналось так…» фильмра сăнарлать. 1960 çултанпа — Киноактёр театр-студийĕн актёрĕ.
1957-мĕш çулта Валентин Зубков иккĕмĕшле, çапах та асăмра юлнă иккĕ Степанов: фронт салтакĕн «Летят журавли» тата «Коммунист» фильмри йĕксĕкĕн ролĕсене хайлать. Эрех еннелле тайăлнипе темиçе çуллăха Зубков выляма пăрахать[1]. Амакран хăтăлсан та актёр малтанхи хевтелĕхне çитеймест — иккĕмĕшле тата эпизодри рольсемпе çырлахма тивет.
Ӳкерчĕк:Ivanovo detstvo Zubkov.jpg
«Иван ачалăхĕ» (1962) фильмра Холин капитанăн ролĕнче
Актёрăн паллă ĕçĕсем — фильмсенчи рольсем: «Атте пӳрчĕ» (1959), «Леон Гаррос тусне шырать» (1960), «Çурçĕрти повеç» (1960), «Иван ачалăхĕ» (1962), «Ăраскал кунĕ» (1963).
«Поезд милосердия» (1964) фильмра Зубков хăйĕн Сергей ывăлĕпе вылять.
Çемьери инкек
1977 çулхи çулла актёрăн пĕртен-пĕр ывăлĕ, 23 çул тултарнă Сергей Зубков, сарăмсăр вилет. Çартан таврăнсан, вăл канма аккăшĕ патне Углич патĕнчи яла кайнă та паллă мар ĕç-пуçра юхан шыва путса вилнĕ.
Чирлесе вилни
Ывăлне çухатсан актёр йывăр чире кĕрет: тухтăрсем унăн тарăн склероз пурине палăртнă. Зубков нимĕн те астуман, Нина арăмĕн (вĕсем 1947 çулта туйне вылянă) ятне маннă. Малашне амак татах пуснă: Зубков уçăлма урама тухсан таврăнма арăмĕ унăн пиншакĕн кĕсьине килти адресне çырса хунă. Çĕнĕ Çул хыççăнах актёр каллех пульницăна лекет те 1979 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче çут тĕнчерен каять. Черкизово (Çурçĕрти) çава çине пытарнă.
Чыславсемпе парнесем
Фильмографи
- 1945 — Близнецы — эпизодри роль
- 1947 — Русский вопрос — шофер (эпизодри роль)
- 1956 — Это начиналось так…
- 1957 — Летят журавли — Степан
- 1957 — Коммунист — Степан
- 1958 — Трое вышли из леса — Сергей Кошелев
- 1958 — Тисса çинче — суя-Белограй
- 1959 — Майские звёзды — салтак (титăрсенче кăтартман)
- 1959 — Солнце светит всем — Николай Максимович Савельев
- 1959 — Отчий дом — Сергей Иванович, председатель
- 1960 — Время летних отпусков — Глеб Горелов
- 1960 — Леон Гаррос ищет друга — Андрей
- 1960 — Северная повесть — Тихонов-художник / Тихонов-солдат
- 1960 — Яша Топорков — Герман
- 1961 — Человек идёт за солнцем — Военный Музыкант (валторнист)
- 1961 — Евдокия — Порхин
- 1962 — Половодье — Федор
- 1962 — Иваново детство — Холин
- 1962 — Семь нянек — Григорий Иванович Волошин
- 1963 — День счастья — Фёдор Орлов
- 1964 — Поезд милосердия — Данилов
- 1965 — От семи до двенадцати(эпизод Зонтик) — Люся ашшĕ
- 1966 — Дикий мед — Сербин
- 1966 — Я солдат, мама — старшина
- 1966 — Нет и да — Лобов
- 1966 — Дядюшкин сон — Вася
- 1968 — Таинственный монах — Лобов
- 1968 — На войне, как на войне — Басов, полк командирĕ
- 1968 — Карантин — эпизодри роль
- 1969 — Её имя — Весна — комиссар
- 1969 — Внимание, цунами! — мичман Варавва
- 1969 — Я его невеста — Толкунов
- 1969 — Шаги по земле — эпизодри роль
- 1971 — Девушка из камеры 25 — Кузьма
- 1971 — Антрацит — Украина бокс команди тренĕрĕн пулăшавçи
- 1972 — Мальчишки — народ хороший — Климов
- 1972 — Последний форт — Воронин
- 1972 — А пароходы гудят и уходят
- 1973 — С тобой и без тебя — следователь
- 1974 — Если хочешь быть счастливым — эпизодри роль
Ӑнлантарусем
- ^ Валентин Зубков (rudata.ru) 2012 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче архивланӑ.