Иванова Нина Георгиевна

Нина Георгиевна Иванова (1934 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ, Мускав2020 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ, Мускав) — совет киноактриси тата режиссёр[3].

1956 ҫулхи «Заречная урамӗнчи ҫуркунне» илемлӗ фильмри вӗрентекен ролӗпе паллӑ.

Пурнӑҫӗ

Нина Иванова 1934 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Мускавра нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Кинематографа вӑл пӗрремӗш хут 10 ҫулта чухне лекнӗ, Виктор Эйсымонт режиссёрӑн «Пӗр хӗрача пурӑннӑ» фильмӗнче вылянӑ. Анчах та малалла кинора ӳкерӗнмен: Нина шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн медицина институтне вӗренме кӗнӗ. Кинона ӑнсӑртран таврӑннӑ: хӑйӗн юлташ хӗрӗ, ВГИК студентки, диплом фильмӗнче выляма сӗннӗ. Ҫак ӗҫ Марлен Хуциев режиссёр куҫне ҫакланнӑ, вӑл ӑна «Заречная урамӗнчи ҫуркунне» фильма тӗп роле выляма чӗннӗ. Фильм ӑнӑҫлӑ пулни пуҫламӑш актрисӑна чапа кӑларнӑ, ӳкернӗ чухне Радомир Василевский операторпа паллашни вара чӑн-чӑн юратӑва куҫнӑ. Фильма ӳкерсе пӗтернӗ хыҫҫӑнах операторпа актриса мӑшӑрланнӑ. Туй иртсен Ивановапа Василевский Одессӑна куҫса кайнӑ, анчах та темиҫе ҫултан вӗсем уйрӑлнӑ.

Ҫӗнӗ темиҫе фильм кӑмӑла кӑна хуҫнӑ: актрисӑн ятарлӑ пӗлӳ пулман, рольсене выляма йывӑр пулнӑ. «Сӑрӑ чир» фильмри ӗҫе вӗҫлесен, Иванова актриса ӗҫне пӑрахнӑ, упӑшкинчен уйрӑлнӑ тата Мускава таврӑннӑ. Ҫапах та кинематографпа вӑл пӗтӗмпех татӑлман: унӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ М. Горький ячӗллӗ киностуди пулса тӑнӑ, унта вӑл режиссёр пулӑшуҫин должноҫне илнӗ, 1973 ҫултан вара иккӗмӗш режиссёр пулса ӗҫленӗ. Нина Иванова киностудире 1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗччен ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн пенсие тухнӑ.

Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен фестивалӗ шайӗнче Мускавра иртнӗ Тӗнчери кинофестивалӗн Бронза медальне тивӗҫнӗ (1957).

Ҫӗршыври йывӑр экономика лару-тӑрӑвне пула каллех кинематографа таврӑннӑ: 1992 ҫултанпа 1997 ҫулччен вӑл «Ералаш» киножурналӑн темиҫе кӑларӑмӗнче ӳкерӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Мускаври пульницӑра медсестра пулса ӗҫленӗ[4]. Запорожье хулинче «Заречная урамӗнчи ҫуркунне» фильмӑн тӗп геройне палӑк лартнӑ[5].

Нина Иванова 2020 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче чӗре ӗҫӗ сасартӑк йывӑрланнӑран вилнӗ, хӑй 87 ҫул тултарма пӗр уйӑх кӑна пурӑнса ҫитеймен[3][6]. Актрисӑпа сывпуллашу раштавӑн 4-мӗшӗнче Мускаври 59-мӗш пульницӑн моргӗнче иртнӗ, ун хыҫҫӑн унӑн кӗлеткине кремациленӗ[7][8]. Кӗл хунӑ урнӑна раштавӑн 19-мӗшӗнче Алексеевски масарӗнче актрисӑн тӑванӗсен вилтӑпринче пытарнӑ[9][10].

Пултарулăх

Кинори рольсем

  • 1944Жила-была девочкаНастенька
  • 1955 — Надя
  • 1956Весна на Заречной улицеТатьяна Сергеевна
  • 1958 — Киевлянка
  • 1959 — Любовью надо дорожить — Тоня
  • 1960 — Наследники
  • 1960 — Ребята с нашего берега
  • 1964 — Шурка выбирает море
  • 1964 — Лёгкая жизнь — Таня Левченко (Савченко) выпускница
  • 1964 — Живёт такой парень — колхоз председателӗн арӑмӗ
  • 1966 — Серая болезнь
  • 1974 — Ещё можно успеть

Ӑнлантарусем

  1. ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
  2. ^ https://ria.ru/20201202/obschestvo-1587362311.html
  3. ^ 1, 2 Умерла актриса Нина Иванова, сыгравшая в фильме "Весна на Заречной улице" (выр.). РИА Новости (2 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
  4. ^ М. Хуциев: «Я пытался узнать о судьбе Нины Ивановой, говорят, что она работает в больнице медсестрой, но с тех самых лет мы не общались» (выр.). kp.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  5. ^ В Запорожье увековечили героев фильма «Весна на Заречной улице»(паллӑ мар). Запорожские вести (29 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
  6. ^ Названы причины смерти актрисы Нины Ивановой (выр.). www.ria.ru (3 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  7. ^ Умерла исполнительница главной роли в «Весне на Заречной улице» Нина Иванова (выр.). Коммерсантъ (2 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
  8. ^ Фото с похорон Нины Ивановой - Экспресс газета. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
  9. ^ Нину Иванову похоронят на Алексеевском кладбище | Союз кинематографистов Российской Федерации. unikino.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ.
  10. ^ Стало известно, что деньги на похороны звезды фильма «Весна на Заречной улице» Нины Ивановой собирали соседи (англ.). Вокруг ТВ. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем