Иванова Татьяна Геннадьевна
Иванова Татьяна Геннадьевна (ҫур. 1971 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ, Сарӑту, Сарӑту облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрӑҫи, хӗрарӑмсенчен тӑракан «Комбинация» ушкӑнӑн улшӑнми вокалистки.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1971 ҫулхи ҫурлан 25-мешӗнче Сарӑту хулинче ҫуралнӑ. Ашшӗ — хӑтлавҫӑ, амӑшӗ заводра ӗҫленӗ. Унӑн тымарӗсем — Сарӑту облаҫӗнчи Пасарлӑ Карабулак районӗнчи Шнейӳ ялӗнчен.
Саратов хуличи элитлӑ мар районта пурӑннӑ. Пурӑна-киле хӑтлавҫӑ пулса ӗҫлекен ашшӗне ӗҫрен тӑватӑ пÿлӗмлӗ хваттерпе тивӗҫтернӗ.
"Комбинация" ушкӑна епле лекни пирки Татьяна Иванова хӑй пайтах, нумай хутчен каласа кӑтартнӑ. Ак вӗсенчен пӗри<. Урампа уҫӑлса ҫурӗттӗмӗрччӗ, тет, чи лайӑх хӗр-тусӗпе, Наташа Слепова текенскерпе. Сасартӑк...
ҫапла вара вӑл «Комбинация» ушкӑна пырса лекнӗ. Урамра «тупса» чӗнсе илекенӗ — Шишинин Александр Владимирович. Ун чухне Т. Иванова тин кӑна вӑтам шкул ӑнӑҫлӑ пӗтернӗ, вӑл вара, ҫавӑнта вӗреннӗ аппӑшӗ сӗннипе, экзаменсем парса Политехника институчӗн студентки пулса тӑнӑ (электроника техники тата приборсем тӑвасси, АСУ). Анчах та вӑл, аслӑ шкула пӑрахсах, ушкӑнӑн солистки пулса тӑма килӗшет. ҫапах та унӑн аслӑ пӗлÿ пур: куҫӑмсӑр майпа вӗренсе шултра йӗркелӗмсен менеджерӗн квалификацине илнӗ[1]. 1989-мӗш ҫулта, Алёна Апина пуҫарӑвӗпе, Курск хулинче тӗне кӗрет, лешӗ вара, пуҫаруҫи, унӑн хреснамӑшӗ те пулса тӑрать[2].
Ӳкерчĕк:Kombinaciya (Tatiana Ivanova).jpg
Татьяна Иванова 2009-мӗш ҫулта
Татьяна Иванова — чӑваш
Юрӑҫ хӑй пирки "вырӑс хушаматлӑ вырӑс хӗрарӑмӗ" тет пулин те, вӑл чӑннипе чӑваш теме пулать. Ку факт ӑҫтан сиксе тухнине ӑнланма ак ҫак хыпар аван пулӑшать[3]. :
Сывлӑх сунатӑп пурне те. "Комбинаци" ушкӑнра юрланӑ Таня Ивановӑран интервью илме мана тӳр килнӗччӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен варринче пулнӑччӗ ку. Ун чухне хӑй чӑваш пулнине пачах та хирӗҫлеменччӗ вӑл. Калаҫма, шел пулин те, чӑвашла мар, вырӑсла калаҫнӑччӗ. Интервью "Хыпарта" пичетленнӗ хыҫҫӑн ӑна "Советская Чувашия" хаҫатра та вырӑсла куҫарса кӑштах кӗскетсе пичетленӗччӗ. Материала хатӗрлекенӗ интервью вӗҫне Г. РИМОВА тесе лартнӑ пек ас тӑватӑп. ("Хыпарта" интервью вӗҫне Римма Гурьянова тесе пичетленӗччӗ.) Интересленекенсем халь эп мӗн ҫырнине, паллах, ун чухнехи подшивкӑсене "тӗпчесе-вуласа" тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.
Асӑннӑ интервью пулмасан, ахӑртнех, Татаьяна Иванова чӑваш иккенне паянхи кунчченех пӗлместчӗҫ пуль Чӑваш Енре. 2017-мӗш ҫулта вара Татьяна Иванова тÿрремӗнех ҫапла каланӑ[4]:
Оригиналлӑ текст (выр.)я этническая чувашка
<Куҫару: этнос енчен эп чӑваш>
ҫав ҫулхинех, анчах кӑшт маларах, Татьяна Иванова Шнейÿ яленче ирттернӗ Акатуя хутшӑннӑ, «Комбинация» ушкӑнӑн юррисене те юрласа кӑтартнӑ.
Паянхи кунчченех юрлать. Чӑн та, унӑн мусӑк енӗпе профессилле пӗлÿ ҫук. Анчах та:
Оригиналлӑ текст (выр.)у меня есть божий дар, от родителей и откуда-то сверху у меня очень хороший слух. Я на слух с любым музыкантом поспорить вполне себе компетентна. Мне это никогда не мешало и я думаю, что коллегам моим общаться со мной отсутствие у меня этих знаний не мешало и не мешает.
<Куҫару: тур пани пур, атте-анне панӑ тата таҫтан ҫÿлтен килнӗ итлев туйӑмӗ. Итлевлӗхпе хуть те мӗнле мусӑкҫапа тава е кӗме комепетенциллӗ. Мана ку [ятарлӑ мусӑк пӗлӗвӗ ҫукки] нихҫан чӑрмантарман тата халӗ те чӑрмантармасть.>
Кино
- Роль — Мордашка фильм, 1990, «Комбинация» ушкӑн. Ҫав кинорах — вокал.
- Кунсӑр пуҫне «Алёна Апина. А любовь она и есть...» документлӑ фильмра (2014) хутшӑннӑ.
Ҫемье
- Мӑшӑрӗ — Эльчин Мусаев бизнесмен, Бакура ҫуралнӑскер.
- Хӗрӗ — Мария, стоматолог. Унӑн хреснамӑшӗ — Алёна Апина.
- Татьяна Иванована Эльчин Мусаевпа паллаштараканни — каллех Алёна Апина.
Ытти тӑванӗсем
Амӑшӗ Саратов хулинче пурӑнать, ашшӗ унтах 2020 ҫулта вилнӗ. Вӑл хуларах — унӑн аппӑшӗ (Людмила Геннадьевна[2]) тата шӑллӗ; Татьяна Иванова хӑй пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑллӗ гитара калама юратать (шел, вӑл, Рома ятлӑскер, 2018-мӗш ҫулта сарӑмсӑр вилнӗ), аппӑшӗ, Татьянӑран 7 ҫул аслӑскер, — мусӑк шкулне пӗтернӗ[5]. Тата ытти хыпар[4]:
Оригиналлӑ текст (выр.)Мой отец, Геннадий Иванович Иванов, родом из этого села. В Шняеве и Белой Горе у меня много родных и знакомых. В Базарном Карабулаке, например, живет его брат и мой дядя Владимир Иванович Иванов со своей семьей. Бываю [в гостях] не часто, но всегда с большим удовольствием. Обязательно каждый раз езжу на могилу своей бабушки – Ксении Николаевны Романовой. Ивановы и Романовы – это две наши фамилии шняевских, с которых все пошло.
<Куҫару: Манӑн атте, Геннадий Иванович Иванов, ҫав ялтан. Шнейÿнче тата Шуртура манӑн тӑвансем тата пӗлӗшсем нумай. Пасарлӑ Карапулакра, сӑмахран, аттепе пӗртӑван ман пичче Владимир Иванович Иванов килйышӗпе пурӑнать. [Хӑнара] час-час пулаймастӑп, анчах кашнинчех — пысӑк киленÿпе. Кашни хутӗнчех, пӑркаланмисӗр, асаннен, Ксения Николаевна Романован, вилтӑпри патне ҫитетӗп. Ивановсем тата Романовсем — Шнейÿри пирӗн тӑван хушаматсем, ҫавсенчен пурте пуҫланнӑ.>
Ӑнлантарусем
- ^ Брагина, Лика. Татьяна Иванова: муж шутит «Только твои гастроли не дают нам надоесть друг другу» — tele.ru
- ^ 1, 2 Татьяна Иванова: Алёна Апина уговорила меня принять православие и стала моей крестной мамой — PROжизнь
- ^ Прокопьева, Римма. Чӑвашорг сайтӑн "Хурал кӗтесӗнче" пӗлтерни. ( 09.03.2017 14:43 )
- ^ 1, 2 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>; для сносокВРне указан текст - ^ Татьяна Иванова — Узнай всё!
