Иванов Игнатий Иванович

Иванов Игнатий Иванович (1848, Кăнна Кушки, Теччĕ районĕХусан кӗпӗрни) — чăваш ҫыравҫи, тăлмачĕ[1][2].

Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1848 çулта Хусан кĕпӗрнин Пăва уесӗнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă (халĕ Тутарстанăн Теччĕ районĕ)[1].

Вулама-çырма хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Чĕмпĕрте И. Яковлев патĕнче пĕлӳ пухнă, кайран Хусанти крешен-тутар шкулĕнче вĕренсе тухнă[1].

1871–1879 çулсенче Чĕмпĕр тата Хусан кĕпӗрнисенчи шкулсенче вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ[2].

1879 çултанпа тăван ялĕнче пурăннă. 1885 çулта çĕре кĕнĕ[1].

Пултарулăх ĕçĕсем

Игнатий Иванов калавсем, очерксем çырнă. Вăл чăваш халăхĕн пурнăçне, йăли-йĕркине кăтартнă литература хайлавĕсен авторĕ[2]:

  • «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă»;
  • «Çынна усал тăвакан хăй те усал курать»;
  • «Аттуна тăхăн та çăматтуна ан пăрах»;
  • «Чăвашсем» (1881);
  • «Эпĕ Хусана вĕренме кайни».

1876 ҫулта «Чӑвашсем епле пурӑнни» пысӑк калӑпӑшлӑ хайлав, ана пӗрремӗш чӑваш повеҫӗ те теҫҫӗ, ҫырнӑ. «Чӑвашсем» пысӑк очерк та чӑваш литературишӗн пӗлтерӗшлӗ.

Унăн ĕçĕсене вилнĕ хыççăн кăна пичетленĕ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Иванов Игнатий Иванович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Иванов Игнатий Иванович. Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Иванов Игнатий Иванович // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 2 : Ж–Л. – С. 132.
  • Иванов Игнатий Иванович // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 192.
  • Ялкир, П. Иванов Игнатий Иванович // П. Ялкир. Чăваш литературин антологийĕ. – Шупашкар, 2003. – С. 156–157.
  • Родионов, В. Г. Игнатий Иванович Иванов // В. Г. Родионов. Чăваш литератури. XVIII–XIX ĕмĕрсем. – Шупашкар, 2006. – С. 215–222.
  • Иванов И. И. // Чăваш прозин антологийĕ. – Шупашкар, 2003. – С. 17–22.