Иванов Прохор Иванович
Пурнӑҫӗ
1901 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Элӗк районӗ) Йӑлкӑш (документсенче ҫавӑн пекех Мӑн Йӑлкӑш тесе аса илеҫҫӗ) ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ[2][1]. Ҫамрӑк чухне хут купӑсҫӑ, хаваслӑ та ӗҫчен каччӑ пулнӑ, вырӑнти ҫамрӑксен чӑн ертӳҫи тата улахсенчи пуҫаруҫи шутланнӑ[2]. Кӗҫех ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне хӗсмете чӗнсе илнӗ[2].
1920 ҫулхи чӳкре Крымра Граждан вӑрҫи пыракан вӑхӑтра вилнӗ[1]. Перекоп районӗнче Турккӑ валӗн тӑшман форчӗсене штурмпа илнӗ чухне пуҫне хунӑ[1]. Вилнӗ хыҫҫӑн 15 ҫула яхӑн унӑн шӑпи пирки тӑван тӑрӑхӗнче нимӗн те пӗлмен, вӑл хыпар-хысӑрсӑр ҫухалнӑ тесе шутланнӑ[2].
1935 ҫулхи ҫурлара шывӗ чакнӑ Сиваш кӳллинче Прохор Ивановӑн лайӑх упраннӑ кӗлеткине тупнӑ[1]. Хӗрлӗ ҫар ҫыннин шӑм-шарне Армянск посёлокне куҫарнӑ, унта вӗсене ҫар чысӗпе пытарнӑ[1].
Астӑвӑм
- Армянск посёлокӗнчи (Крым) урама Прохор Иванов ятне панӑ[1];
- Тӑван Йӑлкӑш ялӗнчи урам унӑн ятне йӑтса пырать[1];
- Демьян Бедный сӑвӑҫ ҫырнӑ «Красноармеец Иванов» (Иванов хӗрлӗ ҫар ҫынни) поэма[1];
- Прохор Иванов пирки юрӑ (А. М. Михайлов кӗвви, В. А. Урдаш сӑмахӗсем, вырӑсла тексчӗ А. И. Дмитриевӑн)[1];
- Б. К. Шорников ҫыравҫӑн хӗрлӗ ҫар ҫыннин шӑпине халалланӑ кӗнеки[1];
- Йӑлкӑш ялӗнчи Прохор Иванов урамӗнче 1986 ҫулта ҫак ялта ҫуралнӑ В. Е. Сидоров, Л. Н. Кононов тата А. Л. Лукишов пуҫарнипе лартнӑ мрамор палӑк-стела[3];
- Паттӑр ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине май Элӗк музейӗн материалӗсем ҫинче хатӗрленӗ «Прохор Иванов – Сиваш паттӑрӗ» виртуаллӑ курав[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 ИВАНОВ Прохор Иванович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Виртуальная выставка «Прохор Иванов – герой Сиваша» (к 120-летию со дня рождения). Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Памятник участнику Гражданской войны Иванову Прохору Ивановичу. Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
Вуламалли
- Шорников Б. Прохор Иванов. Ш.: Чăв.кěн.изд-ви. 1972.
- Демьян Бедный. Красноармеец Иванов. Поэма (вырăсла).
- Петӗр Хусанкай. Çĕрте те çĕрместпĕр. Поэма.