Иерихон

Иерихо́н (ивр. יְרִיחוֹ‎, Иерихо́; грек Ίεριχώ; арап. أريحا‎‎, Ариха) — Иордан юханшывĕн хĕвеланăç çыранĕнчи территоринчи Палестина автономин хули. Иерихон провинцин тĕп хули, 20 416 палестин (2006) пурăнать.[1] Иудей пушхирĕн çурçĕрĕнче, Иордан юханшывран хĕвеланăçалла 7 çм, Вилĕ тинĕсрен çурçĕр-хĕвеланăçалла 12 çм тата Иерусалимран çурçĕр-хĕвелтухăçалла 30 çм вырнаçнă.

Тĕнчери пĕрмай пурăннă хуласенчен пĕри, нумай хутчен Библире асăннă, ăна «пальмă хули» (ивр. ‎Ир ха-Тмарим) (Втор 34:3, Библи: Тӳре кӗскетӗвӗ паллӑ мар, юрӑхлисен списокне пӑх, 2Пар 28:15) тесе çырни те пулать.

Паллă вырăнсем

undefined

Авалхи хулан ишелчĕкĕсем хальхи хула варринчен хĕвеланăç еннелле выртаççĕ. Çынсем кунта пирĕн эрăччен 8-мĕш пинçуллăхра тĕпленнĕ пулни паллă. Керамикăчченхи А неоличĕн тапхăрĕнчи 8 м çӳллĕшлĕ пысăк турула (пирĕн эрăччен 8400—7300), халколит тапхăрĕнчи виле пытарнисене, бронза ĕмĕрĕн хула хӳмине, Аслă Иродăн хĕллехи керменĕн (бассейнсемпе капăр залсем) ишĕлчĕкĕсене, çаплах мозаикăллă урай сарнă синагогăсене (V—VI ĕмĕрсем) тупнă. Тель-ас-Султан сăртăн тупанĕ умĕнче Елиçей пӳлĕхçĕн (Элиши) çăлкуçĕ пур, Библире çырнипе, çак çăлкуçри ĕçме юрăхсăр шыв «таса халиччен те» пулса тăнă (4Цар 2:19-22). Хальхи хуларан 3 çм çурçĕрелле византи хулин тата омей халифĕн Хишам ибн Абд аль-Маликăн шĕкĕр керменĕн ишĕлчĕкĕсем (VIII—IX ĕмĕр) выртаççĕ. Иерихонран хĕвеланăçалла Хĕрĕх кун тăвĕ (Каранталь тăвĕ), унта, чăнлавпа, Иисус Христос хĕрĕх кун хушши эсрел хĕртнинчен сыхланса типĕ тытнă. Ăсчахсем шутланипе, тавра сăртсенче археологи пуянлăхĕ чылай, ăна Египетри Патшасен айлăмĕпе танлаштарма пулать.

Авалхи истори

undefined

Хальхи истори

1948 ç. Арап-израиль 1947—1949 çулсенчи вăрçинче Иерихона Трансиордани çĕнтерсе илнĕ, 1967 ç., Ултă кун вăрçи вăхăтĕнче, израиль çарĕсем йышăнаççĕ. 1993 ç. Осло килĕшĕвĕпе Иерихона Палестина автономине параççĕ.

Израиль çыннисен Иерихон кĕме юрамасть[2].

Вуламалли

Ӑнлантарусем

  1. ^ Projected Mid -Year Population for Jericho Governorate by Locality 2004—2006 2012 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ. Palestinian Central Bureau of Statistics (PCBS).
  2. ^ Иерихон впустил в себя евреев 2010 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче архивланӑ.