Изотов Эдуард Константинович

Эдуа́рд Константи́нович Изо́тов (1936 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ, Суражский район[d]2003 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин тата Раҫҫейӗн театр, кино тата дубляж актёрӗ. 1959—1997 ҫулсенче — Киноактёр театр-студийӗн актёрӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1999). Чи паллӑ ролӗ — «Морозко» (1964) юмах-фильмри Иван.

Пурнӑҫӗ

1936 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче Витебск облаҫӗнчи Сураж районӗнче ҫуралнӑ[1].

Кинора 1958 ҫултанпа ӳкерӗннӗ, пӗрремӗш ролӗ — Николай Досталь режиссёрӑн «„Ула-чуласен“ ӗҫӗ» криминал драминче[2].

1959 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑх кинематографи университетне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулах ӑна Киноактёр театр-студине илнӗ, унта вӑл 1997 ҫулчен ӗҫленӗ[3].

Актёр 1964 ҫулта экран ҫине тухнӑ «Морозко» фильм-юмахри Иван ролӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ[3][4].

«Ҫуркуннен вунҫиччӗ саманчӗ» фильмра Гитлерӑн адъютанчӗн ролӗнче ӳкерӗннӗ.

Актёр ют ҫӗршыв тата тӑван ҫӗршыв фильмӗсене сасӑ кӗртессипе (дубляжпа) нумай ӗҫленӗ[5]. СССР кинематографистсен пӗрлӗхӗн чи ҫамрӑк пайташӗ пулнӑ[3].

Арестлани

1983 ҫулта дача тунӑ чухне укҫа ҫитменнипе актёр мӑшӑрӗпе пӗрле Мускав варринче ют ҫӗршыв валютине (АПШ долларне) тенкӗпе улӑштарнӑ. Ҫакӑншӑн вӗсене милици тытнӑ. Ун чухнехи саккунпа валюта махинацийӗшӗн сахалтан та виҫӗ ҫул тӗрмере лармалла пулнӑ[6].

Актёрпа унӑн арӑмне хӳтӗлеме ӗҫтешӗсем нумай тӑрӑшнӑ пулин те, суд вӗсен пурлӑхне туртса илсе 2,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Эдуард Константинович «Матросская тишина» изоляторта юлташӗсем пулӑшнипе тытӑнса тӑнӑ, анчах тӗрме унӑн сывлӑхӗпе чунне самай амантнӑ.

Вилӗмӗ

Тӗрмерен тухнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫултан унӑн пуҫ миминче юн ҫаврӑнӑшӗ пӑсӑлнӑ — пурӗ вӑл ултӑ инсульт тӳснӗ. Ҫакна пула вӑл ӗҫлеме пултарайман: ӑсӗ япӑхланнӑ, рольсен тексчӗсене астуса юлайман.

1990-мӗш ҫулсен вӗҫнелле Изотов урипе ҫӳрейми пулнӑ, сусӑрсен кӳммипе ҫеҫ куҫса ҫӳренӗ. Юлашки ҫулсенче психиатри стационарӗнче сипленнӗ[7], унта тӑванӗсене те паллама пӑрахнӑ[8].

2003 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ. Актёра Химки масарӗнче пытарнӑ.

Фильмографи

  1. 1961 — Первые испытания
  2. 1962 — Увольнение на берег
  3. 1964 — Шартлама
  4. 1966 — 26 бакинских комиссаров
  5. 1971 — Конец Любавиных
  6. 1972 — Освобождение. Последний штурм
  7. 1976 — Слово для защиты
  8. 1977 — Мимино
  9. 1984 — Время желаний

Ӑнлантарусем

  1. ^ Эдуард Изотов. Биография (выр.). kino-teatr.ru (14 пушӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
  2. ^ Эдуард Изотов. Фильмогорафия (выр.). kino-teatr.ru (14 пушӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Факты – Эдуард Изотов (выр.). Кинориум. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
  4. ^ Эдуард Изотов: как тюрьма сломала звезду фильма "Морозко" (2023-02-18). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
  5. ^ Эдуард Изотов. Дубляж (выр.). Кинориум. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
  6. ^ Дарья Левинская. Эдуард Изотов (выр.). 24SMI. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
  7. ^ Ольга Либгардт. Тюрьма сломала Иванушку из «Морозко»: актер Эдуард Изотов закончил свои дни в психбольнице (2021-03-07). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
  8. ^ Мария Владимирова. Трагическая судьба актера Эдуарда Изотова: как сложилась жизнь Иванушки из сказки «Морозко» (выр.). ТВ Mail (22 акан 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.