Илепер Григорий Михайлович

Илепер Григорий Михайлович (паспортпа Михайлов; ÇарăклăЧăрăшкас Мăрат) — чăваш сăвăҫи тата публицисчӗ. СССР Писательсен союзĕн пайташĕ (1982), СССР Журналистсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1972)[1].

Пурнăçĕ

1939 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш АССР йышне кĕрекен Вăрнар районĕнчи Çарăклă посёлокĕнче çуралнă[2].

1954 çулта Кăмашри çичӗ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 1958 çулта Вăрнар зооветеринари техникумĕнче диплом илнĕ хыççăн çулталăк хушши тăван хуçалăхĕнче зоотехник пулса ĕçленĕ[3].

Г. Илепер тăватă çула яхăн Вăрнарти «Çĕнтерӳ çулĕ» район хаçатĕнче вăй хунă. Кайран Вăрнар районĕнчи «Знамя», «Колос» тата «Ленинец» колхозсенче тĕп зоотехник пулса тăрăшнă. Ĕçрен уйрăлмасăр 1976 çулта Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен (хальхи аграри университечӗ) вĕренсе тухнă[3].

2003 çулхи акан 13-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи Чăрăшкас Мăрат ялĕнче çĕре кĕнĕ[1].

Пултарулăхĕ

Литература ĕçне 1950-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тытăннă. Унăн сăввисемпе тĕрленчĕкĕсем «Ялав» тата «Тăван Атăл» журналсенче, республикăри хаçатсенче тăтăш пичетленнĕ. Григорий Илеперĕн хăшпĕр хайлавĕсем вырăсла куçарупа «Литературная газета», «Литературная Россия», «Советская Россия» кăларăмсенче кун çути курнă[1].

Сăвăç хăйĕн хайлавĕсенче çĕр ĕçченĕн тата выльăх-чĕрлĕх пăхаканăн чыслă ĕçне, тăван тавралăх илемне сăнлать.

Тĕп кĕнекисем:

  • «Униче» (1980);
  • «Парăм» (1989);
  • «Çĕклем» (1996)[1].

Хисепĕсем

  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ (1980).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Илепер Григорий Михайлович (1939-2003). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 çулхи çурлан 27-мĕшĕ.
  2. ^ Григорий Илепер (Михайлов Григорий Михайлович). Чăваш электронлă библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2024 çулхи çурлан 27-мĕшĕ.
  3. ^ 1, 2 Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă. Çĕнтерӳ çулĕ. Пӑхнӑ кун: 2024 çулхи çурлан 27-мĕшĕ.

Вуламалли

  • Афанасьев, П. Илепер Григорий Михайлович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 172.
  • Илепер Григорий Михайлович // Вурнарский район. Энциклопедия. — Чебоксары, 2005. — С. 129.

Каçăсем