Имола
И́мола (Imola) — Болонья итал провинцинче, Сантерно юханшыв çинче вырнаçнă хула.
Тавралăхĕ
Çурçĕр енче Гран-пришĕн тупăшмалли Энцопа Дино Феррарисен автодромĕ туса хунă.
Пурăнан халăх йышĕ 67,3 пин çын (2007).
Кун-çулĕ
Эмили çулĕ çинчи хулана п.эрч. 82 çулта Корнелий Сулла никĕсленĕ, çавăнпа та ăна чысласа Forum Cornelii ята тивĕçтернĕ. 412 çулта кунта Атаульфпа Галл Плацидий туй ирттернĕ. Вăтам ĕмĕрсен пуçламăшĕнче Равенна экзархачĕпе Алидози çемьин харпăрлăхĕ, 1001 çултанпа ирĕклĕ коммуна (çакăншăн папалăхпа вырăнти (Алидози, Гвиди, Манфреди тата ыт. Синьор çемьисем çав тери хаяр кĕрешнĕ. XV ĕмĕртенпе кармана Висконти ăрачĕн Чезаре Борджа çĕнтерсе илсе Папа облаçне хушса кĕртет.
Паллă вырăнсем
Сикст IV тăванĕн ывăлĕ Сфорца Кĕтеринĕ валли туса лартнă Сфорца карменĕ, XV ĕмĕрти темиçе кермен, Сан-Доменико чиркĕвĕ (1430 çулхи готика порталĕ) тата XI ӗмӗрте хăпартнă та кăштах XVIII ĕмĕрте тепĕр хут туса лартнă Сан-Кассиано соборĕ. Вырăнта библиотекăра вăтам ĕмĕрсенчи алçыравĕсемпе пĕрремĕш пичетленĕ кĕнекесем упранаççĕ.
Имола синьорĕсем
- 920—930 Алидозио I Алидози
- 930—949 Корнелио
- 949—955 Троилио Нордилио
- 955—960 Сиджисмондо
- 960—975 Нордилио
- 975—980 Булгарелло
- 980—983 Акаризио
- 983—985 Лелио Акаризио
- 985—986 Альберто Кунио
- 986—1001 Роберто I Алидози
- 1001—1010 — коммуна
- 1010—1029 Коррадо Сассателли
- 1029—1032 Уголино Алидози
- 1032—1046 Риккардо Алидози
- 1046—1054 Раньеро Алидози
- 1054—1059 Герардо Начимбене
- 1059—1178 - коммуна
- 1178—1181 Гвидо Гвиди (20.IX.1210 вилнĕ)
- 1181—1290 - коммуна
- 1290—1293 Алидозио II Алидози (31.VIII.1311? вил.)
- 1292—1293 Магинардо Пагани да Сузинана (1302 вил.)
- 1293—1296 — Болонья çумне
- 1296—1299 Угуччоне Фаджиола ди Монтефельтро (1250—1.XI.1319)
- 1299—1335 — Папа патшалăхĕнче
- 1314—? халăх капитанĕ Франческо Манфреди
- 1322—1327 халăх капитанĕ Риккардо Манфреди
- 1335—1349 Литто I Алидози (7.XI.1351 вил.)
- 1349—29.XI.1362 Роберто II Алидози
- 1362—1372 Аццо Алидози
- 1372—12.XI.1391 Бертрандо Алидози
- 1391—1396 Литто II Алидози
- 1391—1424 Лудовико Алидози (1430 вилнĕ), Литто II тăванĕ
- 1424—1439 Филиппо Мария Висконти (23.IX.1392—13.VIII.1447)
- 1439—20.VI.1443 Гвидантонио Манфреди (1407 çур.)
- 1443—1473 Таддео Манфреди (1482 вил.)
- 1473—1474 Галеаццо Мария Сфорца (24.I.1444—26.XII.1476)
- 1474—14.IV.1488 Джироламо Риарио (1443 çур.)
- 1488—1499 Оттавиано Риарио (1479—6.X.1523), Джироламо Риарио ывăлĕ
- 1499—1503 Чезаре Борджиа (IV.1475—12.III.1507)
Вуламалли
- Anonimo, Pvlon Matt, Cantléna aroica, (1591) (edited by Gaspare Bagli), Bologna: Zanichelli, 1887
- Ercolani, L., Vocabolario romagnolo-italiano (Ravenna, 1963).
- Morri, A., Vocabolario romagnolo-italiano (Ravenna, 1970 - riprinted from the original, Faenza, 1840).
- Polloni, A., Toponomastica romagnola (Olschki, 1966).
- Gregor, D. B., Romagnol. Language and Literature (1971)
- Schurr, F., Romagnolische Mundarten (Sitz.d.kais.Ak.d.W., Vienna, 1917).
- Schurr, F., Romagnolische Dialektstudien, Lautlehre (1918); Lebende Mundarten (1919).
- Schurr, F., «II Plaustro», December 31, 1911 (Anno 1, n. 6), Forlì.
Каçăсем
Имола( ӗҫлемен каҫӑ)