Иноходов Иван Павлович
Иноходов Иван Павлович (1945 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ, Аслӑ Пӑла Тимеш, Елчӗк районӗ, Чӑваш АССР — 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ, Елчӗк, Елчӗк районӗ, Чӑваш Республики) — журналист, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ, таврапӗлӳҫӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш вӑтам шкулне (1965), куҫӑн мар мелпе И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне (1980) тата КПСС Чӑваш обкомӗн марксизмпа ленинизм университетне (1983) вӗренсе пӗтернӗ.
Шкулта вӗреннӗ чухнех тӑван районти «Колхоз ялавӗ» (1997 ҫултанпа — «Елчӗк Ен») хаҫатпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑ ҫамрӑка шкултан вӗренсе тухсан ӗҫе илнӗ, ҫар хӗсметне тӑриччен кунта корректор, литсотрудник, ялхуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ (1965—1970) пулса вӑй хунӑ. 1970—1972 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ. Ҫартан таврӑнсан редакцире аслӑ литсотрудник (1972—1973) пулса ӗҫленӗ.
- 1973—1980 ҫулсенче — Елчӗк районӗнчи радиовещани дикторӗ тата корреспондент-йӗркелӳҫи,
- 1980—1982 ҫулсенче — КПСС Елчӗк райкомӗн пропагандӑпа агитаци пайӗн инструкторӗ.
1982 ҫулта «Колхоз ялавӗ» хаҫата таврӑннӑ:
- 1982—1986 ҫулсенче — ҫырусен пайӗн пуҫлӑхӗ,
- 1986—1996 ҫулсенче — тӗп редакторӑн ҫумӗ,
- 1996—2003 ҫулсенче — теп редактор[1],
- 2003—2004 ҫулсенче — директорӑн-тӗп редакторӑн ҫумӗ.
Обществӑлла ӗҫсем
- 1965—1968, 1968—1970 ҫулсенче ВЛКСМ Елчӗк райкомӗн бюровӗн пайташӗ пулнӑ.
- 1968 ҫулта Чӑваш АССРӗнчи комсомол конференцин делегатне суйланнӑ.
- Чӑваш Республикинчи таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн, унӑн Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ӗҫне хастар хутшаннӑ. 2012 ҫулта Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ паракан «Этнокультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[2].
- 1976 ҫулта пуҫласа сӑнӳкерчӗксен харпар куравне йӗркеленӗ.
- 1966 ҫулта Чӑваш АССРӗнчи ҫамрӑк ҫыравҫӑсен семинар-канашлӑвне хутшӑннӑ.
- Тутар ҫыравҫисен калавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Кӗнекесем
Иноходов И.П. «Елчӗк районӗ. Кӗске энциклопедийӗ» (Яльчикский район. Краткая энциклопедия, 2007) кӗнеке валли информаци пухма пулӑшнӑ, «Елчӗк тӑрӑхӗ» (2008) кӗнекен редколлеги членӗ пулнӑ.
Унӑн тӑван район историйӗпе ҫырнӑ ҫакӑн пек кӗнекисем кун ҫути курнӑ:
- «Ҫӗнӗ йӑла-йӗркене — анлӑ ҫул» (1981);
- Иноходов, Иван Павлович. Елчӗк район хаҫачӗн кӗске энциклопедийӗ. — Елчӗк, 2007.
- Иноходов, Иван Павлович. Елчӗк район хаҫачӗн кӗске энциклопедийӗ. — Хушса тӳрлетнӗ иккӗмӗш кӑларӑм. — Елчӗк : [и. ҫ.], 2012. — 68 с., [4] л. ил. : портр.
Хисепӗсем
- «Ӗҫ ветеранӗ» медаль (1986);
- «Сывлӑш-Ҫар вӑйӗсен отличникӗ» паллӑ (1971);
- «2002 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырава ирттерме хустар хутшӑннӑшӑн» паллӑ;
- «ВЛКСМа 50 ҫул» ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн палли;
- КПСС Чӑваш обкомӗн тата Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн Хисеп грамоти (1978);
- Чӑваш АССР издательство ӗҫӗсен, полиграфипе кӗнеке суту-илӗвӗн патшалӑх комитечӗн Хисеп грамоти (1992);
- Чӑваш Республикинчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн рескомӗн Хисеп грамоти (1992);
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти (2002);
- Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти (2002);
- Этнокультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2012).
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 182-183. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
- К. М. Леонтьева, Н. Ф. Малышкин. Яльчикский район = Елчӗк районӗ. — 2-е изд. — Чувашское книжное издательство, 2007. — С. 142—143. — 462 с. — ISBN 978-5-7670-1502-3.