Интернет кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери Интернет кунне тӗрлӗ кунта темиҫе хут йӗркелеме хӑтланнӑ, анчах вӗсенчен пӗри те ҫирӗпленсе ҫитеймен-ха.

Кун

Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче

Пӗтӗм тӗнчери Интернет кунне ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче[1] Сӑваплӑ Севилья Исидорӗ[ru] ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кунхине палӑртаҫҫӗ. Севилья Исидорӗ шкул ачисемпе студентсене хӳтӗлет[2], ҫавӑн пекех вӑл 20 томран тӑракан Etymologiae энциклопедине пуринчен малтан кӑларнӑ. Унсӑр пуҫне 4.04 HTTP 404 йӑнӑшпа пӗр пек. 1998 ҫулта католиксен чиркӗвӗ пӗтӗм тӗнче тетелне этем пӗлӗвӗн пуянлӑхӗ тесе йышӑннӑ[3][4].

1999 ҫулта Интернет хӳтӗлевҫи валли сӑваплӑ ҫынсене суйлама пуҫланӑ — ҫакӑн валли Сӑваплӑ Исидора, Сӑваплӑ Теклӑна тата сӑваплӑ Педро Регаладӑна сӗннӗ. Ватикан кандидатсене чылай вӑхӑт хушши пӑхса тухнӑ, 2000 ҫулта кӑна Интернетӑн хӳтӗлевҫи пулма сӑваплӑ Исидор лайӑхрах тесе пӗлтернӗ[5]. Севилья Исидорне вӑхӑтлӑха хӳтӗлевҫӗ тесе йышӑннӑ[6]. Шӑпах ҫак сӑваплӑ ҫынна Интернета хӳтӗлекенӗ тесе палӑртнине мӗнле йышӑннине ӑнлантарнӑ май, II Иоанн Павел ҫапла каланӑ: Интернета этем пӗлӗвӗн энциклопедийӗ тесе шутлама май пур. Унсӑр пуҫне, шӑпах Севилья Исидорӗ хӑйӗн ӗҫӗнче пӗрремӗш хут Тетелте усӑ куракан каҫӑсене аса илтерекен пӗр-пӗрин ҫине кӑтартакан каҫӑсен системипе усӑ курнӑ[7].

2001 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Тетелпе усӑ куракансен сӑваплӑ хӳтӗлевҫи тесе Рим Паппи Иккӗмӗш Иоанн Павел[ru] Севилья Исидорне суйлани ҫинчен хыпарлама (голланди епископӗ Антоон Хуркманс калани ҫине таянса[8]) пуҫланӑ[5][8]. Сӑваплӑ Касири Рита, Пий Аттен, Филипп апостолӑн тата Гавриил архангелӑн кандидатурисене пӑхса тухнӑ[8]. Анчах та официаллӑ майпа ҫак йышӑну пирки пӗлтермен. Унтан та ытларах, Интернетӑн сӑваплӑ хӳтӗлевҫи пулма Ватикан ҫӳлерех асӑннисемсӗр пуҫне тата нацистсем 1942 ҫулта Дахау концлагерӗнче вӗлернӗ сӑваплӑ асапҫӑ Тит Брандзмӑна хушнӑ[9].

2002 ҫулта Римпа католиксен чиркӗвӗн пиллӗхӗпе Тӗнче тетелӗнче www.santibeati.it сайт уҫнӑ, унта кашниех Интернет хӳтӗлевҫи пулма пултаракан вӑл е ку кандидатшӑн сасӑлама пултарнӑ[6]. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвне — мала тухнӑ «ултӑ» сӑваплӑ ҫынна, тата сӗннӗ мӗнпур ятсене те — Ватикана памалла пулнӑ. Ҫакӑнпа пӗрлех папа престолӗ хальлӗхе пӗтӗм тӗнче тетелӗн хӳтӗлевҫи пулма кама пӗлтересси пирки сӑмах чӗнмесӗр тӑнӑ, ку пуҫару пирки те официаллӑ майпа ним те тухса каламан, вӑл е ку сӑваплӑ ҫынна суйлани пирки хыпарсене те ҫирӗплетмен[10].

Альтернативӑсем

1991 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ — Интернет ҫуралнӑ тепӗр кун. Ҫак кунччен электронлӑ почта, хыпар рассылкисем тата файлсене тиесе-уҫламалли хатӗр ӗҫленӗ. 1991 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗнче вара WWW (акăл. World Wide Web) страницисен стандартне ҫирӗплетнӗ.

Патшалӑхсемпе

Раҫҫей

1998 ҫулта IT Infoart Stars компани авӑнӑн 30-мӗшне «Интернет кунӗ» пек палӑртма сӗннӗ[11]. Раҫҫейри Интернет кунне пӗрремӗш хут Мускаври «Президент-отельте» икҫӗр ҫын пухӑнса палӑртнӑ, вӗсен шутӗнче пысӑк провайдерсен, компьютер фирмисен тата информаци агентствисен ҫыннисем пулнӑ. Пухӑннисем ун чухнехи Рунет аудиторин йышне миллион ҫын тесе хакланӑ[11]. Уява йӗркелес сӗнӗве отраслӗн хӑш-пӗр компанисем (Cisco Systems, Sun Microsystems, Tops, Hewlett-Packard, «Макомнет», «Ростелеком» т. ыт. те) ырланӑ[12].

Каярахпа Рунет кунӗ текен ӑнлава[13][14][15][16][17][18][19] ытларах ака уйӑхӗн 7-мӗшӗпе ҫыхӑнтарма пуҫланӑ — ҫак кун 1994 ҫулта тӗнчери ҫӳлти шайри наци доменӗсен даннӑйсен базине .ru домен пирки кӗртнӗ. 2021 ҫулта ВГТРК «Рунет 27 ҫул тултарни» ҫинчен пӗлтернӗ май ҫак вӑхӑт тӗлне Раҫҫейре «Рунет халӑхӗ» шутне патшалӑхри халӑхӑн 78 % ытларахӑшне (е 95 миллион ытла ҫын) кӗртнӗ[13].

Узбекистан

Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче узнетчиксем Узнетӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ, шӑпах ҫак кун 1995 ҫулта .uz домена йӗркеленӗ[20].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Лента новостей «РИА Новости» — Обобщения — Виртуальный праздник: как отмечают день Интернета в России
  2. ^ Сегодня — в день рождения святого Исидора Севильского отмечается Международный День Интернета. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  3. ^ ГТРК «Нижний Новгород» / День покровителя Интернета. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
  4. ^ Вести. Ru: Интернет-пользователи отмечают день своего покровителя. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Нетоскоп / Новости / На выборах святого покровителя Интернета Исидор обошел Теклу и Педро , Wayback Machine çинчи 2009 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнчи копийӗ
  6. ^ 1, 2 Вести. Ru / Новости / У Интернета появится свой святой покровитель
  7. ^ Вокруг Света | Новости | 30 сентября в России отмечался день интернета. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2, 3 Lenta.ru: Интернет: Ватикан назначил святого покровителя Интернета , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗнчи копийӗ
  9. ^ Нетоскоп / Новости / Новый кандидат в святые покровители Интернета жил в 20 столетии , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчи копийӗ
  10. ^ Lenta.ru: Интернет: Католики выбирают святого покровителя интернета , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗнчи копийӗ
  11. ^ 1, 2 30 сентября День Internet в России — Барнаул. Новости — Новости и события Барнаула и Алтайского края
  12. ^ https://www.dp.ru/a/1998/10/05/Den_Interneta_stal_prazd
  13. ^ 1, 2 День Рунета: в Сети сидят более трех четвертей россиян. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ.
  14. ^ Как в Югре отметили День Рунета - МК Югра. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
  15. ^ В России отмечают День Рунета :: Новости :: ТВ Центр. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
  16. ^ Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
  17. ^ Сегодня Рунету исполнилось 23 года. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
  18. ^ День Рунета: что происходит с доменами .moscow и .москва – Москва 24, 07.04.2016. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
  19. ^ Двойной праздник! Корреспонденты JustMedia отмечают День Рунета и именины агентства новостей. Общество. JustMedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
  20. ^ Интернет в Узбекистане | Вебпланета

Каҫӑсем