Искей Пайтулĕ

Искей ПайтулĕXVII ӗмӗр варинче пурăннă паттăр чăваш кĕрешӳçи, паллă та чаплă юрăçă.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем

Искей Пайтулĕ Çĕрпӳ уесĕн Хоракасси ялĕнче çуралнă[1]. Степан Разин пăлхавне хутшăннă. Хăюллă та маттур çапăçнăшăн полковник ятне тивĕçнĕ. Чăвашсем, Пайтул ертсе пынипе, Царицына илнĕ, Аçтăрхан патне çитнĕ.

Пайтула вилтăпри Шупашкар районĕнчи Чиканкасси ялĕ патĕнче (Чемурша ял тăрăхĕ).

Искей Пайтулĕн юррисем

  • "Хупăрларĕç виçĕ хут";
  • "Эй, çилсем, кăра çилсем";
  • "Тăшман куçĕ кучан пек";
  • "Пире паяр çĕнес çук";

Пайтул çинчен хывнă юрă

Вунçиччĕре чухне Пайтул
Пăлан ураллă пулнă теççĕ.
Унтан та хăвăрт çӳрекен
Никам та нихçан та пулман теççĕ.
Вунçиччĕре чухне Пайтул
Упа пек вăйлă пулнă теççĕ.
Унтан вăйли те çĕр çинче
Никам та нихçан та пулман теççĕ.
Вунçиччĕре чухне Пайтул
Хăлат пек куçлă пулнă теççĕ.
Унтан та ытла тĕл перекен
Никам та нихçан та пулман теççĕ.
Вунçиччĕре чухне Пайтул
Ăмăртпала ăмăртнă теççĕ.
Çунат хушса вăл тӳпене
Таçта çити çĕкленнĕ теççĕ.

Вуламалли

Каçăсем

  1. ^ А. М. Симулин. Искеев Байдул. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.