Искусствӑллӑ ёлка

Искусствӑллӑ ёлка — Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ валли усӑ куракан конструкци. Чи малтанхи искусствӑллӑ ёлкӑсене йывӑҫран пирамида евӗр хатӗрленӗ, вӗсене Ҫӗнӗ ҫул ёлки пек калӑпланӑ е кайӑк тӗкӗсемпе усӑ курса ӑсталанӑ. Икӗ тӗсне те нимӗҫсем шухӑшласа кӑларнӑ. Хальхи искусствӑллӑ ёлкӑсене поливинилхлоридран тӑваҫҫӗ; ҫавӑн пекех ытти тӗссем те тӗл пулаҫҫӗ, тӗслӗхрен, алюминирен е оптоволокноран тунисем.

Историйӗ

Пӗрремӗш искусствӑллӑ ёлкӑсене Германире XIX ӗмӗрте тума пуҫланӑ[1][2], апла пулин те иртерех ӑҫталанисем те тӗл пулаҫҫӗ[3]. Вӗсене симӗс тӗспе сӑрланӑ хур тӗкӗсемпе усӑ курса тунӑ[1]. Нимӗҫсен «тӗклӗ йывӑҫӗсем» Германинче вӑрман лаптӑкӗсем самай чакнине хирӗҫ хуравланисенчен пӗри пулнӑ[2][4]. 1880-мӗш ҫулсенче шутласа кӑларнӑ хур тӗкӗнчен ӑсталанӑ искусствӑллӑ ёлкӑсем XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче халӑх хушшинче самай сарӑлнӑ[4]. Каярахпа вӗсем Пӗрлешӳллӗ Штатсене ҫитнӗ, унта та ҫавӑн пекех халӑх кӑмӑлне кайнӑ[5][6].

АПШ-ра искусствӑллӑ ёлкӑсемпе усӑ курма пуҫлани «раштав йывӑҫҫисем» валли ҫул уҫса панӑ темелле[3]. Ҫак малтанхи «йывӑҫсем» йывӑҫ евӗр тунӑ йывӑҫ пирамидӑсем пек пулнӑ, вӗсене ҫуртасемпе ҫутатнӑ. Вӗсене Пенсильвани штатӗнчи Вифлеемра 1747 ҫулта ӑсталанӑ пулнӑ[7].

1930 ҫулта Америкӑри ADIS компани ҫирӗп каркаслӑ чӑрӑш шутласа кӑларнӑ, лӑсӑна аса илтерекен япалана ҫирӗп шӑртран ӑсталанӑ пулнӑ. Лӑссине туалет ёршикӗсенче усӑ куракан чӗрчунсен ҫӑмӗнчен тунӑ пулнӑ, ӑна симӗс тӗспе сӑрланӑ. Ҫакӑн йышши искусствӑллӑ чӑрӑшсем пурнӑҫа кӗнӗ[8].

1958 ҫулта Чикагӑра алюминирен тунӑ чӑрӑшсем кӑларма тытӑннӑ, вӗсем кӗмӗл тӗслӗ пулнӑ. Кунашкал ёлкӑсене тӗнчери чылай ҫӗршыва, ҫав шутра СССР-а та, экспортланӑ[8].

Алюминирен ӑсталанӑ ёлкӑсем вырӑнне пластмассӑран хатӗрленӗ чӑрӑшсем килнӗ.

СССР-та халӑх Загорскри теттесен институчӗн (халӗ Сергиев Посадри тетте институчӗ) специалисчӗсем ӑсталанӑ, 1959 ҫулта халӑх умне ҫитернӗ синтетикӑллӑ ёлкӑсене кӑмӑлланӑ.

Производство аталанса та лайӑхланса пынӑҫемӗн ёлкӑсем ытларах та ытларах чӑн-чӑн чӑрӑшсене аса илтерме пуҫланӑ[9].

Искусствӑллӑ ёлкӑсен тӗсӗсем

Тӗкрен ӑсталани

undefined

Тӗкрен ӑсталанӑ искусствӑллӑ чӑрӑшсене симӗс тӗспе сӑрланӑ хур тӗкӗсенчен тунӑ, вӗсене вулӑ тавра ҫавӑрса ҫыхнӑ пралук «тураттисем» ҫине ҫыпӑҫтарнӑ[5]. Ҫӳллӗшӗ енчен вӗсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ: 2 дюймлӑ пӗчӗккисенчен пуҫласа 1920-мӗш ҫулсенче универмагсенче сутӑнма пуҫланӑ 98 дюймлӑ мӑннисем таран[6]. Туратсен вӗҫӗ час-часах хӗрлӗ тӗслӗ пулнӑ, унта ҫурта вырнаҫтарма май пулнӑ[5]. Тураттисене пӗр-пӗринчен анлӑн сарса хунӑ пулнӑ, ҫапла май ҫуртана пула вут хыпса илессинчен сыхланма май пулнӑ. Тата, ӗнтӗ, илемлетес тӗлӗшпе ирӗклӗх нумайрах пулнӑ. «Тӗклӗ ёлкӑсен» ытти лайӑх енӗсем шутне кашнинчех ҫӗнӗ чӑрӑш патне кайма тивменнине тата ун айӗнче ӳкнӗ йӗпсем ҫуккине палӑртнӑ[10].

Алюминирен туни

undefined

Ҫавӑн пекех ытларах енӗпе алюминирен тӑвакан искусствӑллӑ ёлкӑсен тӗсӗ те пур[2]. Чи малтанах вӗсене АПШ-ра тума пуҫланӑ: малтан — 1958 ҫулта Чикагӑра[11], кайран — Манитовокра, унта ҫакӑн пек «йывӑҫсенчен» ытларахӑшне ҫак мелпе тума пуҫланӑ[12]. Алюминирен тунӑ искусствӑллӑ ёлкӑсене 1970-мӗш ҫулсемччен кӑларнӑ[11], уйрӑмах пит нумай сутӑннӑ тапхӑр 1965 ҫул тӗлнелле лекнӗ[13][14]. Анчах ҫав ҫулхине пӗрремӗш хут экрансем ҫине «Чарли Браунӑн раштав уявӗ» кӗске метражлӑ мультфильм тухнӑ, вӑл алюминирен ӑсталанӑ искусствӑллӑ ёлкӑсене сутасси ҫине питӗ пысӑк витӗм кӳнӗ[11].

Пластикран ӑсталани

undefined

Искусствӑллӑ ёлкӑсен чылайӑшне ПВХ-пластикран тӑваҫҫӗ. Вӗсен никӗсӗнче явнӑ пралук вырнаҫнӑ[15]. Ҫав вӑхӑтрах йӗпписене ҫӳхен каснӑ тӗрлӗ тӗслӗ пленка йӑрӑмӗсенчен ӑсталаҫҫӗ[16].

Лескӑран туни

undefined

Ун пек чӑрӑшсен йӗпписем вӑрӑм та ҫӑтӑ, вӗсем ытларах хыр евӗрлӗ. Лескӑран тунӑ чухне час-часах ПВХ-па усӑ кураҫҫӗ, йывӑҫсем ҫинчен искусствӑллӑ юр пулма пултарать, тата вӗсене пластик йӗкелсемпе илемлетме пултараҫҫӗ[16].

Шӑратса тунӑ ёлка (силикон, резина)

undefined

Шӑратса тунӑ ёлкӑсем чӑн-чӑн чӑрӑшсене пит ҫывӑх. Йывӑҫӑн кашни туратне алӑпа шӑратса тӑваҫҫӗ, никӗсне хӑмӑр сӑрӑпа сӑрланаҫҫӗ. Йӗпписем пит кӑпӑшка курӑнаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех шӑратса та ПВХ-па усӑ курса та тунӑ вариантсем пур[15].

Ҫутӑ диодлӑ ёлкӑсем

undefined

Ҫутӑ диодлӑ ёлкӑсем — вӗсен каркасне хурҫӑран тӑваҫҫӗ, лӑссине — ПВХ пленкинчен, унӑн ӑшне ҫутӑ диодлӑ ҫипсем явса кӗртеҫҫӗ. Ку ёлкӑна розеткӑна чикме пулать, вара унӑн турачӗсем тӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатма тытӑнаҫҫӗ[17].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Forbes, Bruce David. Christmas: A Candid History, (Google Books , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнчи копийӗ), University of California Press, 2007, pp. 121—22, (ISBN 0-520-25104-0)
  2. ^ 1, 2, 3 Hewitt, James. The Christmas Tree, (Google Books , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнчи копийӗ), Lulu.com, 2007, pp. 33—36, (ISBN 1-4303-0820-6).
  3. ^ 1, 2 Perkins, Broderick. «Faux Christmas Tree Crop Yields Special Concerns 2008 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ.», Realty Times, December 12, 2003, accessed December 15, 2008.
  4. ^ 1, 2 John, J. A Christmas Compendium, (Google Books , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнчи копийӗ), Continuum International Publishing Group, 2005, p. 129, (ISBN 0-8264-8749-1).
  5. ^ 1, 2, 3 Marling, Karal Ann. Merry Christmas!: Celebrating America's Greatest Holiday. — Harvard University Press, 2000. — P. 58—62. — ISBN 0674003187.
  6. ^ 1, 2 Silverthorne, Elizabeth. Christmas in Texas, (Google Books , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнчи копийӗ), Texas A&M University Press, 1994, p. 62, (ISBN 0-89096-578-1).
  7. ^ «Christmas Tree Traditions , Wayback Machine çинчи 2010 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ», University of Illinois Extension, accessed December 15, 2008.
  8. ^ 1, 2 Искусственные ёлки: когда появились, история, где находится старейшая в мире. dp.ru (12 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  9. ^ Елка новогодняя искусственная. Подробное описание экспоната, аудиогид, интересные факты. Официальный сайт Artefact. ar.culture.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  10. ^ Marling, Karal Ann. Merry Christmas!: Celebrating America’s Greatest Holiday, (Google Books , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнчи копийӗ), Harvard University Press, 2000, pp. 58—62, (ISBN 0-674-00318-7).
  11. ^ 1, 2, 3 Fortin, Cassandra A. «It’s beginning to look a lot like Christmas (1958)( ӗҫлемен каҫӑ)», The Baltimore Sun, October 26, 2008, accessed December 14, 2008.
  12. ^ Andrews, Candice Gaukel. Great Wisconsin Winter Weekends, (Google Books , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнчи копийӗ), Big Earth Publishing, 2006, p. 178, (ISBN 1-931599-71-8)
  13. ^ «A dark family secret: the artificial Christmas tree», Oakland Tribune, December 24, 2006, via findarticles.com, accessed December 14, 2008.
  14. ^ Pinto, Barbara. «Town Leads Aluminium Christmas Tree Revival , Wayback Machine çинчи 2010 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнчи копийӗ», ABC News, December 18, 2005, accessed December 14, 2008.
  15. ^ 1, 2 Выбрать елку и не сойти с ума. Разбираемся в сортах искусственных елок (2021-11-11). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  16. ^ 1, 2 Искусственная елка: какая лучше, как выбрать (2023-12-06). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  17. ^ Анна Джей. Литая или светодиодная? Какая искусственная елка лучше и безопаснее (2019-12-26). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Авдонина М. Ю., Жабо Н. И. Гиперконцепт «ёлка»: лингвистический аспект в современном коде новогоднего ритуала // Вестник Московского государственного лингвистического университета. Гуманитарные науки. 2015. № 27).
  • Баранникова Г. И. Учебная модель организации номинативного поля концепта «зима» // Гуманитарный вестник. 2013. № 2.
  • Ханипова И. «Да здравствует Новый советский год» (политизация новогодней ёлки в советской России) // Гасырлар авазы — Эхо веков. 2012. № 3—4. U
  • Шульга Е. В. Праздник новогодней ёлки в школах России: век вчерашний — век нынешний // Историко-педагогический журнал. 2012. № 2.

Категорисем