Ислам хирӗҫ тӑнин кунӗ
Ислам хирӗҫ тӑнин кунӗ (перс. روز مقاومت اسلامی) — Иранра ҫурлан 14-мӗшӗнче (Иран календарӗпе — мордадӑн 23-мӗшӗ) паллӑ тӑвакан наци уявӗ.
Уява 2008 ҫулта Иран культурипе ӗҫлекен Тӗп канаш сӗннипе культура революцийӗн Аслӑ канашӗ йӗркеленӗ. Иккӗмӗш ливан вӑрҫинче «Хезболла» Ливанти ҫар ушкӑнӗ Израиле ҫӗнтернине халалланӑ (2006, утӑ, 12 — ҫурла, 14)[1]. Иранти халӑх ҫак куна, «Хезболла» тӑшман ҫарӗсене тивӗҫлӗн хирӗҫ тӑма пултарнӑран[2], Ислам революцийӗ ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн историллӗ чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсенчен пӗри тесе хаклать[1].
Ислам хирӗҫ тӑрӑвӗ
Ислам хирӗҫ тӑрӑвӗ — Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫа хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан Израильпе АПШ-на хирӗҫ тӑракан Иранпа радикаллӑ организацисен пӗрлешӗвӗ. Ислам хирӗҫ тӑрӑвне Иран, «ХАМАС» юхӑм, «Ислам джихачӗпе» «Хезболла» ҫӑр ушкӑнӗсем тата «Амаль» шиит юхӑмӗ кӗреҫҫӗ[3].
Хирӗҫӳ историйӗ
Хирӗҫекен енсем хушшинчи хирӗҫӳсем 1982 ҫултах, Пӗрремӗш ливан вӑрҫи пуҫлансан Израиль ҫарӗсем хӑйсен ҫӗршывӗн чиккисене хӳтӗлемешкӗн Кӑнтӑр Ливан лаптӑкӗсене 18 ҫуллӑха оккупацилесен пуҫланнӑ. 2000 ҫулта Израиль хӑйӗн ҫарӗсене ҫак территоринчен кӑларнӑ хыҫҫӑн вӑл вырӑна «Хезболла» ярса илнӗ те Израильпе чикӗленсе тӑракан районсенчи хӳтӗлеве ҫирӗплетме пуҫланӑ[4].
Иккӗмӗш вӑрҫӑ ҫар ушкӑнӗ Израиль чикки ҫумӗнчи посёлока ракетӑпа миномётран пеме пуҫласан, Палестина боевикӗсене пулӑшас тӗллевпе Израиль ҫарӗн икӗ патруль джипне тапӑнсан пуҫланнӑ. Ҫакна пула Израильти 11 ҫар ҫынни аманнӑ, виҫҫӗшӗ вилнӗ тата иккӗшӗ тыткӑна лекнӗ. Израиль вара Ливанӑн пӗтӗм территорийӗнчи ял-хулисемпе инфраструктура объекчӗсене бомбӑлама тытӑннӑ, ҫӗр ҫинчи операцие йӗркеленӗ. Операцире Израиль ҫарӗсем Ливан территорине самай шала кӗме пултарнӑ[5]. «Хезболла» боевикӗсем вара Израилӗн ҫурҫӗр енчи хулисемпе ялӗсем тӑрӑх ракетӑсем янӑ.
Ҫурлан 14-мӗшӗнче, вырӑнти вӑхӑтпа 8:00 сехет тӗлнелле, ПНО Хӑрушсӑрлӑх Канашӗн резолюцийӗпе килӗшӳллӗн, ҫапӑҫма пӑрахмалли режим пуҫланнине пӗлтернӗ.
Хирӗҫӗве пӗтӗмлетнӗ май Израиль енчен 170 ҫын вилнӗ, 2,5 пине яхӑн ҫын аманнӑ. «Хезболла» енчен миҫе ҫын вилнине тӗп-тӗрӗс палӑртма май ҫук. Ҫак вӑрҫӑра Ливанри пин ытла мирлӗ халӑх пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Астӑвӑм
Ливанӑн кӑнтӑр енчи пӗр районта, ҫапӑҫусем иртнӗ вырӑнта, нумаях пулмасть «Мелита» (перс. موزه ملیتا باغ) сад-музее уҫнӑ. Музейре вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи салтаксен хӗҫпӑшалӗпе япалисемпе, чӑн-чӑн баррикадӑсемпе, «Хезболлы» боевикӗсем ҫапӑҫса илнӗ трофейсемпе тата аркатнӑ Израиль танкӗсемпе паллашма пулать.
Интереслӗ фактсем
Тӗрӗссипе, хирӗҫӳ 34 куна тӑсӑлнӑ пулин те Иранра ҫак пулӑма 33 кунхи вӑрҫӑ (перс. جنگ 33 روزه) теҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 روز مقاومت اسلامی مبارک- اخبار بین الملل - اخبار تسنیم - Tasnim. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
- ^ آسمونی. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Iran hosts Islamic resistance festival - The Washington Post. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
- ^ جنگ اسرائیل و لبنان (۲۰۰۶) - ویکیپدیا. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
- ^ ВТОРАЯ ЛИВАНСКАЯ ВОЙНА | Энциклопедия Кругосвет. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.