Йывăç чул çинче те ӳсет

«Чул çинче те йывăç ӳсет» (выр. И на камнях растут деревья, норв. Dragens fange) — Юрий Вронскин «Необычайные приключения Кукши из Домовичей» повеçĕпе хайланă кăссай-приключени фильмĕ. М. Горький ячĕллĕ иностудипе «Norsk Film A/S» норвег кинокомпанин, «Совинфильм» пулашнипе, пĕрлехи ĕçĕ. Режиссёрсем — Станислав Ростоцкий тата Кнут Андерсен.

Фильмри тĕп рольсене Александр Тимошкин тата Петронелла Баркер вылянă; иккĕмĕш планри пĕр рольне паллă совет актёрĕ Михаил Глузский сăнарлать.

Фильма 1985 çулта кăтартма тытăнаççĕ, Совет Союзĕнче-та ăна 19,9 млн. çын курать (18 вырăн çулталăк вĕçĕнче).

Норвег версинче фильма «Dragens fange» (Вĕрçĕлен тыткăнĕнче) ятпа кăтартнă.

Сюжет

Фильмри ĕç-пуç пин çул маларах, викингсен харçисем вăхăтĕнче, пулса иртет. Пĕррехинче вĕсем славян каччине Кукшăна тыткăна илеççĕ. Маттур та хăюллă пулнăран ăна пурнăç парнелеççĕ. Тавçăруллă та хастар Кукша викингсене, дан еткерĕсемпе тинĕсре çапăçнă чухне, çĕнтерме пулăшать. Çавăншăн Торир çулпуçĕ ăна Эйнар (тăванĕн ывăлĕ) Ăраскал ят парать. Хĕл каçма викингсем хăйсен янташĕсем патĕнче чарăнаççĕ. Кукшăна кунта норвег хĕрĕ Сигнӳ юратса пăрахать, анчах та ăна малтанах кăнттам та каварлă викинга Сигурда çураçса хунă. Çапах та унăн çывăх çыннисем хĕрне Кукшăна парасшăн: çамрăксем пĕр-пĕрне саваççĕ. Çак ĕçе майлă çавăрас тĕллевпе херĕн амăшĕпе шăллĕ кавар тăваççĕ — вара викингсен хăнаран тухса кайма тивет. Вĕсемпе пĕрле Кукшăн та каймалла. Сигнӳ шăллĕ ăна вăйпа тыса чарасшăн пулать, анчах та хĕр чунĕ туять: тăван çĕршывсăр савнишĕн телей çук, юратнă çынна хăтарать, хăй вара, Сигурда йăпанăвĕнчен хăтăлас тесе сарăмсăр çут тĕнчерен уйрăлса каять.

Литература