Кăвакал-хăй

Кăвакал-хăй
Кăвакал-хăй
Ӑслӑлӑх классификацийĕ
Патшалăх:
Класс: Вĕçен кайăксем
Латинла çырни
Anas platyrhynchos
Ӳкерчĕк:Gräsand-2.jpg
Кăвакал-хăй ами

Кайăк-кăвакал, ларка-кăвакал е кăвакал-хăй (лат. Anas platyrhynchos) — килти кăвакал пекрех пысăках мар шывра путман вĕçекен кайăк.

Кăвакал ами çăмарта тăвать, чĕпĕ ларса кăларать. Çăмартисем (10–12) шурă. Йăвине тĕрлĕ вырăнта тума пултарать. Анчах та яланах шыв хĕрринче, çĕр çинче. 27 кунтан чĕпписем тухаççĕ. 8 эрнерен чĕпписем çăмăллăнах вĕçеççĕ. Кĕркунечен кăвакал пулаççĕ. Кăвакал аçин сасси хулăмрах.

Ку кăвакал апат таврашне тиркесех каймасть. Шыв курăкĕсемпе те, шывра пурнакан чĕрчунсемпе те тăранать. Рационта раксемпе пулăсем те пур.

Ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ. Авăн уйăхĕнче вĕçсе каяççĕ.

Йышĕпе вĕсем пирĕн тăрăхра сахал мар, çапах та çынсем вĕсене тытса шутне нумай пĕчĕклетеççĕ.

Килти кăвакал пысăкрах, вĕçейместь, шывпа сăсăл, тырă, тулă, çерем çиме, чулсам çăтма, шыва кĕме юратать.

Çăмарта, ашпа тĕк парать.

Ӑнлантарусем

Çав. пекех

Литература

  • Бейчек В., Штястны К. . — Лабиринт-пресс, 2004. — С. 69. — 289 с. — ISBN 5-9287-0615-4.
  • Яновский А. Не нужен им берег турецкий… // Наука в Сибири : еженедельная газета. — Новосибирск: Сибирское отделение Российской академии наук, 4 марта 2005. — № 9 (2495). — . 2012 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ. (О зимовках крякв в Новосибирске.)(2015 çулхи пушӑн 7-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  • Carboneras C. . — Barcelona: Lynx Edicions. — Vol. 1. — P. 536—629. — 696 p. — ISBN 84-87334-10-5.(акăлч.)