Кăшман

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ку ăнлава Йӳç кăшман тенипе ан пăтраштарăр

Кăшман[1] (лат. Béta[2]) — амарант йышне кĕрекен тата икĕ е пĕр çул ÿсекен ӳсентăрансен речĕ. Ку рете кĕрекен ÿсентăрансен чи пĕлтерĕшлĕ тĕсĕчĕкĕнтĕр (ăна, çавăн пекех, — рет ячĕпе, — «кăшман» теме те пултараççĕ)

Чĕкĕнтĕрĕн хăйĕн вара айтĕсĕсем пур, вĕсем — çаксем:

Сăн

Köhler's Medizinal-Pflanzen хыпар кĕнекинчи Ботаника иллюстрацийĕ, 1887
Ӳкерчĕк:Beta vulgaris.JPG
Кăшман çулçисем

Хĕрлĕ кăшман — çамрăклăх вăрттăнлăхĕ

бетаин пур. Çавăн пекех унра йод тата пектин нумай. Яланах çамрак курăнас килет -и? Хĕрлĕ кăшман çи: унра Р юн тымарăсене çиреплетет, ас туса юлассине лайăхлатать.

Хĕрлĕ кăшман

Чĕкĕнтĕр сеткенĕ юн юхнине чарать, юн пусăмне пĕчĕклетет. кĕл тунă та пыл хушса кукшаланнă вырăна сĕрнĕ.

Хĕрлĕ чĕкĕнтĕрти бетанинпа бетаин организма шлаксенчен, холестеринран тасатма пулашать, япаласен ылмашавне лайахлатать, иммунитета çирĕплетет.

Паян та кăшман сĕткенне терлĕ чир-чĕртен сывалма усă кураççĕ. Ăна авитаминоз, анемии чухне ĕçеççĕ. Чĕрепе, вар-хырăмпа аптăракансем апат умĕн 15- 20 минут маларах сыпаççĕ.

Ӳслĕк тарăхтарать- и е пыр ыратать -и? Кăшмана пĕçерĕр те хуппине тасатса сăтăрса хырăр, сĕткенне марльă витĕр сарăхтарăр. Унпа кунне виçĕ хут апат умĕн пыра чӳхемелле. Тула тухайманнипе аптăрасан пĕçернĕ кăшмана тип çупа пăтратса выç варла çийĕр.

Шăл ыратсан чĕрĕ чĕкĕнтĕр татăкне шăл туни тĕлне тытăр.

Ăнсăртран ал-урана касрăр- и?Мамăка кăшман сеткенĕпе йĕпетер те сурана тытăр — юн юхма чарăнĕ.

Ӗлĕк Çĕнĕ Çула пӳрте хĕрлĕ кăшман илсе кĕнĕ. Авалхи Грецире вара пачах урăхла — çак çимĕç харкашу, тавлашу палли шутланнă. Анчах та кăшман ал айĕнче пулни пите аван, темрен те сипленме пулăшать. Пахчара ӳсекен çимĕç сывлăхшăн сĕре усăллă. Халăх медицини те чылай чухне унпа усă курать.

Вуламалли

  • Красочкин В. Т., Свёкла, М. — Л.,1960;
  • Карпенко П. В., Свекловодство, 3 изд., М., 1964;
  • Сортоописание овощных бахчевых культур и кормовых корнеплодов, М., 1965;
  • Биология и селекция сахарной свёклы, М., 1968; * Культурная флора СССР, т. 19 — Корнеплодные растения, Л., 1971.

Асăрхавсем

Каçăсем

  • Beta: информаци GRIN сайтĕнче(акăлч.)(2009 çулхи Юпа уйӑхӗн 1-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)