Казакпа казак хӗрарӑмӗн сывпуллашни (кӳлепе ушкӑнӗ)
РФ культура министерстви

Раҫҫей Федерацийӗн культура министерстви
Касак хӗрарӑмпа сывпуллашни (е Касак тухса кайни) — Евгений Александрович Лансере скульпторӑн 1878 ҫулхи моделӗ тӑрӑх Касли шӑратӑвӗн меслечӗпе тунӑ кӳлепе. Объектӑн номенклатура ячӗ: Прощание казака с казачкой[1].
Истори
Статуэткӑна Лансерен 1878 ҫулхи моделӗ тӑрӑх шӑратаҫҫӗ, ӑна вӑл Тан касак ҫарне кайса курнӑ хыҫҫӑнхи сӑнсенчен тунӑ. Унӑн никӗсӗ ҫинче хыҫалтан «лiъпилъ Е. Лансере» тесе ҫырнӑ, малтан — «1878 от М.Ф. Шопена» фирма клейми, хӗррипе вара «Ф. Шопенъ» тесе ҫырнӑ. 1891 ҫултан пуҫласа скульптура ушкӑнне Касли завочӗ шӑратать[2].
Сӑнласа пани
Кӳлепе лаша ҫинчи касака тата унпа юнашар тӑракан хӗрарӑма сӑнлать. Арҫын хӗрарӑма тытса тӑрать, лешӗ вара ӑна сулахай аллипе мӑйӗнчен ыталаса илнӗ. Касак черкеска, папаха тата ҫӳллӗ атӑ тӑхӑннӑ, ҫурӑмӗ хыҫне чехулри пӑшал ҫакнӑ, сулахай енче хӗҫ ҫакӑнса тӑрать. Касак хӗрарӑмӗ ҫара уран, юбка ҫийӗн тӑхӑннӑ вӑрӑм кофтӑпа тата пуҫне тутӑр ҫыхнӑ. Никӗсӗн ҫӳлти пайӗнче чулсемпе курӑк ӳсекен ҫӗре сӑнлакан рельеф пур, хӗррипе вара рамкӑра «КУС.З» тесе ҫырнӑ.
Усӑ курнӑ материалсемпе техника
Кӳлепене чукунтан шӑратса тунӑ. Ҫак техника япалан ҫирӗплӗхне тата кашни пайне тӗплӗн кӑтартма май парать.
Экспозицисем
Ят-йышра скульптура ушкӑнӗ кӑтартӑнакан музейсене, ҫавӑн пекех ӑна хӑш ҫулта шӑратнине кӑтартнӑ:
- Хула скульптурин патшалӑх музейӗ (1948)[1].
- Новосибирскри патшалӑх тӑван ен тӗпчев музейӗ (XX ӗмӗр)[3].
- Новокузнецкри тӑван ен тӗпчев музейӗ (1977)[4].
- А. С. Пушкин ячӗллӗ сӑнарлӑ ӳнерсен патшалӑх музейӗ (XX ӗмӗр)[5].
- И. Н. Крамской ячӗллӗ Воронеж облаҫӗн ӳнер музейӗ (1878)[6].
- А. Л. Ткаченко ячӗллӗ Кабарда-Балкар сӑнарлӑ ӳнер музейӗ (1878)[7].
- Тобольскри патшалӑх историпе архитектура музей-заповедникӗ (1878–1882)[8].
- Таганрогри ӳнер музейӗ (ХIХ ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурри)[9].
- Энгельсри тӑван ен тӗпчев музейӗ (XIX ӗмӗр вӗҫӗ – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ)[10].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Прощание казака с казачкой. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Прощание казака с казачкой. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Прощание казака с казачкой (Отъезд казака). Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Статуэтка Прощание казака с казачкой. (Отъезд казака). Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Горец и горянка на коне. Скульптура. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Прощание казака с казачкой. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Прощание казака с казачкой. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Прощание казака с казачкой. Статуэтка. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Прощание черкеса с черкешенкой. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Скульптура Похищение девушки(Прощание казака с казачкой) / формовщик Плотников В. по модели 1878 г.). Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.