Капаев Иса Суюнович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Капаев Иса Суюнович
Ҫуралнӑ 1949, ҫӗртме, 16
Ҫуралнӑ вырӑн Эркин-Юрт аулĕ, Черкес АО, СССР
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ совет, раççей çыравçи, публицист
Хайлавсен чӗлхи нухай, вырăс
Дебют «Куржын», 1975

Капаев Иса Суюнович (ҫӗртме, 16, 1949, Эркин-Юрт) — нухай çыравçи тата публицисчĕ. Карачай-Черкеси халăх çыравçи.

Иса Капаев Эркин-Юрт аулĕнче (халĕ Карачай-Черкесин Нухай районĕ) 1949 çулхи çĕртмен 16-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ — С. И. Капаев.

Ростоври çурт-йĕр тăвăм инженер институтĕнче тата Мускаври А. М. Горький ячĕллĕ литература институтĕнче вĕненсе тухнă. «Ленин йолы» хаçатра вăй хунă.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш калавне Капаев 1968 çулта пичетленĕ. 1970-мĕш çулсен пуçламăшĕнче «Дон», «Дружба народов», «Знамя», «Юность» литература журналĕсемпе ĕçленĕ. Уйрăммăн пĕрремĕш кĕнеки — «Куржын» — 1975 çулта тухнă.

1970-мĕш çулĕсен вĕçĕнче — 1980-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче унăн «Сказание о Сынтаслы», «Салам, Михаил Андреевич!», «Гармонистка» повеçĕсем тата «Вокзал» романĕ куе çути курнă. Çыравçăн пултарулăхĕнче «Книга отражений» роман (1989, 1991) паллă вырăн йышăнать.

1990-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Капаев публицистикăпа хăтланма тытăнать. Çаплах вăл вырăс чĕлхиллĕ «Половецкая луна» нухай журналне йĕркелесе яраканĕ тата тĕп редакторĕ шутланать.

2000 çулта Капаевăн «Уплывающие тени» кĕнеки тухнă, унта пĕр ятлă повеçпе «Мародёры Великой степи» эссейĕ тухнă .

Капаевăн хайлавĕсене пăлхар, казах, каракалпак, поляк тата вырăс чĕлхисене куçарнă.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • . — М.: Наука. — С. 216. — 365 с. — 1100 экз. — ISBN 5-02-010208-3.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]