Караваджо

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Карава́джо
итал. Michelangelo Merisi (Amerighi) da Caravaggio
Караваджо сăнарĕ,Оттавио Леони 1621
Караваджо сăнарĕ,Оттавио Леони 1621
Çуралнă вăхăт: 1571
Çуралнă вырăн: Милан
Вилнĕ вăхăт: 1610
Вилнĕ вырăн: Порто-Эрколе
Жанр: историлле сăнар ĕçĕ
Вĕренӳ: Симоне Петерцано
Стиль: Ломбарди ӳнер шкулĕ, реализм

Микела́нджело МеризиАмериги) да Карава́джо (итал. Michelangelo Merisi (Amerighi) da Caravaggio); 1571 çулхи авăнăн 29-мĕшĕ, Милан — 1610 çулхи утăн 18-мĕшĕ, Порто-Эрколе) — итал ӳнерçи, XVII-мĕш ĕмĕрти Европа ÿнерÿне чикĕсĕр харсăр пултарулăхĕн чĕрĕ сĕткĕнĕпе çĕнĕрен хăватлантарнă.1591-1610-мĕш çулсенче Римра, Неапольте, Мальтапа Сицилире ĕçленĕ. Ĕçĕсенче çынна тулашĕнчен те чун-кăмăл енчен те чăн пурнăçран сăнаса ÿкернĕ, ÿнер ĕçĕсенче çĕнĕ меслетпе—çутăпа тата мĕлкепе анлă усă курнă, çав мел сăнарсен шухăш-кăмăлĕсене тарăнрах ăнланма май парать. Вăл вăхăтра илемлĕ ÿнер ĕçĕнче маньеризм хуçаланнă, тĕслĕхрен: Чезари тата Федерико Цуккари. Караваджо пултарулăхĕ маньеризма аркатса барокко тапхăрĕн ÿнерçисене вăйлă витĕм хунă; Рубенса, Жорж де Латура, Сурбарана, Веласкеса, Рембрандта, Хосе Риберана, Артемизия Джентилескине. Унсăр пуçне унăн пуян еткерĕ паянхи илемлĕ ÿнершĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Кун-çулĕ

Караваджо Миланта çуралнă, унăн ашшĕ Фермо Меризи, Франческо Сфорца да Караваджо маркизăн хуçалăхне тытса пынă. Амăшĕ, Люсия Aратори çав таврари пуян кил-йышран тухнă. 1576 çулта муртан çăлăнас тесе кил-йыш Бергамопа юнашар Караваджо ятлă пĕчĕк хулана пурăнма куçать, анчах 1577 çулта ашшĕ унтах «хура чиртен» вилет. Вĕсен çемьи Сфорцапа Колонна мăшăрланупа çирĕплетнĕ хăватлă çемьисемпе тачă çыхăнура пулса вĕсен хÿтĕлевĕнче тăнă. 1584 çулта амăшĕ вилет.

1584-1588 çулсенче Миланта, Симоне Петерцано, Тицианăн вăренекенĕн, ĕç лаççинче вĕреннĕ, кунта Леонардо да Винчи, Венецире Джорджонепе Тициан ĕçĕсемпе паллашать.

1592-мĕш çулта, тавлашура пĕр çамрăк çын вилсе каять, Караваджо Рима тухса каять.16-17-мĕш ĕмĕрсенче унта çĕнĕ пысăк чиркÿсемпе керменсем туса хăпартнă. Вĕсене капăрлатма Рим-католи чиркÿ реформаторĕсем çĕнĕ çулсемпе çĕнĕ ÿнерçĕсем шыранă. Караваджо шăпах çав тĕле лекнĕ. Малтанхи вăхăтра вăл темиçе ÿнерçĕн ĕç лаççисенче те ĕçлет. Кĕçех вăл хăйĕн çулне тупать.

1594 çулхи кĕркунне Караваджо Франческо дель Монте кардинал валли ĕçлеме пуçлать. Кĕске вăхăтрах вăл паллă ÿнерçĕ пулса тăрать.

1600 çул патнелле Чириако Маттеи банкир килĕнче пурăнма пуçлать.

1599 çулта Сан-Луиджи-деи-Франчези чиркÿне Караваджо капăрлатма тытăнать.

1600 çулта Санта-Мария дель Пополо чиркÿне капăрлатать.

1602 çулта Санта Мария делла Скала ин Трастевере мăнастир валли ĕçлеме пуçлать.

1603-1605 çулсенче Кьеза Нуово, Сант-Агостино, Сăваплă Петĕр чиркÿсем валли ĕçлет. Час-часах унăн ĕçĕсене чиркÿ ыйтнă пек туманшăн туянман. Ăна пăхмасăр чаплă ÿнерçĕ ячĕ таврипех сарăлать.

Чăрсăр кăмăллă пулнă пирки саккунпа туслă пулман, час-часах тĕрмене лекнĕ, таркăнра пурăнма тивнĕ. 1606 çулта хирĕçÿре çамрăк çына вĕлерет, папа Павел V унăн пуçĕшĕн укçаллă парне сулать, халĕ ĕнтĕ кашниннех ăна вĕлерме ирĕк пулнă. Вăл Мальта утравĕ çине тарать, 1608 çулта Сан Джованни деи Кавалиери чиркÿ валли ĕçлет. Мальтара та ăна чарусăрлăхĕ лăпкă пурăнтармасть — тĕрмене çитерет, темле майпа тарса Сицили утравне çитет, хуларан хулана куçать. Ниме те пăхмасăр нумай ĕçлет.

1609-мĕш çулта Неапольте палламан тăшманĕсем унăн çине вĕлерес тесе тапăннă, кĕрешÿре вăл йывăр аманнă. 1610-мĕш çулта кардинал Гонзага Павел V-мĕш папăран ÿнерçĕне каçарма ыйтать, ăна пĕлсенех Караваджо Рима васкать.

Анчах утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче сарăмсăр вилĕм 38 -ти ÿнерçĕн кун-çулне татать. Унăн вилĕмĕн чăн сăлтавĕ çак таранччен те паллă мар, пĕрисем сив чир ернĕ пирки тенĕ, тăшманĕсем тавăрса вĕлернĕ тенĕ сас-хура та çÿренĕ. Утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Римре Павăл V-мĕш папа ÿнерçĕне каçарни халăхра паллă пулать.

Ĕçĕ-хĕлĕ

  • «Улма-çырла карçинкки» (1594-мĕш çул), Амброзиана библиотеки, Милан
  • «Вакх» (1595), Уффици курав речĕ, Флоренци
  • «Лютня калакан» (1595-мĕш çул), Эрмитаж, Сăваплă-Петĕрхули
  • «Магдалина» (1597-мĕш çул), Дория курав речĕ, Рим
  • «Египета кайнă чухне канни» (1597-мĕш çул)
  • «Исаак ывăлне, Авраама чÿклени» (1598-мĕш çул).
  • «Юдифпа Олоферн» (1600-мĕш çул патнелле), Авалхи илемлĕх Наци курав речĕ, Рим
  • «Сăваплă Матфей чĕнни» (1600-мĕш çул патнелле), Сан Луиджи дей Франсези, Рим
  • «Фома ĕненменни» (1600-мĕш çул патнелле), Сан-Суси керменĕ, Потсдам
  • «Тупăка хуни» (1603-мĕш çул), Апостолсен Пинакотеки, Ватикан
  • «Таса хĕр вилни» (1601-1606-мĕш çул), Лувр, Париж
  • «Сăваплă Иероним» (1606-мĕш çул), Боргезе курав речĕ, Рим
  • «Эммаусри каçхи апат» (1606-мĕш çул)
  • «Давидпа Голиаф» (1609-мĕш çул патнелле)

Курав речĕ

Вуламалли

  • А.Н.Бенуа, "История живописи всех времён и народов", т.3 - СПб.: "Издательский Дом "Нева"", 2002.
  • Christiane Stukenbrock, Barbara Topper, "1000 masterpieces of european painting", — h.f.ullman is an imprint of Tandem Verlag GmbH, 2011
  • Caravaggio, VEB Verlag der Kunst Dresden, 1989
  • Roberto Longhi, Caravaggio, VEB Verlag der Kunst Dresden,1968

Асăрхавсем

Каҫӑсем