Карахансем

Карахансем (942 — 1212) — Карахан патшалăхĕнче хуçаланнă тĕрĕк ăрăвĕ.

В. В. Григорьев тухăç тĕпчевçин «Караханиды в Моверенахре» монографийĕ пичетрен тухнă хыççăн мĕнпур тĕнчери литературăра карахансем ятпа палăртаççĕ. В основе — титул хана, принявшего ислам: «Кара-хан». Торнберг нумизмат вĕсен титулĕпе ăрăва Илексем тесе асăнать. Урăххисем вĕсене Туркестанăн (Френ) уйгур ханĕсем, туркестан ханĕсем (Мунеджим-баши) теççĕ. Мăсăльман çăлкуçĕсенче ăрăва «Афросиаб килĕ» тенĕ.

Карахансен Мавераннахр çĕрĕнче тĕп хули Бухара, кайран Самарканд пулнă. 1210 тĕлнерех карахансене хорезмшахĕ Алла эд-Дин Мухаммед ылмаштарать.

940 çул тĕлнелле Тянь-Шаньри йăхсем Баласагун ярса илеççĕ те карлуксен хаганне астулран антарса çĕнĕ ăрăва астула лартаççĕ. Çенĕ патшалăхăн пĕрремĕш тăрăмĕсенчен пĕрри — Сатук Бограханислама йышăнать, Абдулкерим ята «Карахан» титула илет.

Çак ăрăвăн чапли Шегаб эд-Дулэ (çĕр-шыв çăлтăрĕ) титуллă, Харун мăсăльман ячĕллĕ Богра-хан пулнă. Вăл Нух саманидсен Мавераннахрне туртса илет, унăн хыççăнхи ханĕ, Шемс эд-Доулэ (çĕр-шыв хĕвелĕ) Илек-иль-хан, Саманидсене пĕтерсе хурать.

Узкендри Хĕвелтухăç ханлăхĕ (1141—1212)

Хĕвеланăç ханлăхĕ (999—1212)

Ӑнлантарусем