Кашкăнтур (юханшыв)
Кашкăнтур (выр. Кашкендур) — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Уста шывĕн сулахай юппи.
Тавралăхĕ
Юханшыв çăлкуçĕ Пеньки (чăв. Тунката) ятлă ялтан виçĕ-тăватă çухрăм кайьенелле вырнаçнă. Кашкăнтур çулĕ мĕн тăршшĕпе çурçĕр-хĕвелтухăçнелле выртать. Никитин Савăт ял çывăхĕнче пĕрлешет.
Кашкăнтур юппийĕсем нумай мар, пысăккисем çук. Устапа пĕрлешиччен ун шывне пĕвеленĕ.
Шыв хĕрринче Пеньки ял кăна ларать.