Квазулу-Натал
| Дата.РУВИКИ-ри пушӑ элемент |
Квазулу-Натал (акăл. KwaZulu-Natal, зулу IKwaZulu-Natali) — КАР провинцийӗ. 1994 ҫулта Натал провинципе Квазулу бантустана пӗрлештернипе йӗркеленӗ.
Администраци центрӗ — Питермарицбург хули. Чи пысӑк хули — Дурбан.
Географипе ҫанталӑкӗ
Провинци лаптӑкӗ 94 361 ҫм², танлаштарсан ҫакӑ Португали лаптӑкӗпе пӗрешкелех темелле. Географи тӗлӗшӗнчен ку лаптӑка виҫӗ региона пайлама пулать. Пӗрремӗшӗ, ҫыран хӗрринчи тӳремлӗх евӗрлӗскер, ҫурҫӗрелле тӑсӑлать. Тӗп районсенче анӑҫалла тӑсӑлакан сӑртлӑ плато вырнаҫнӑ. Виҫҫӗмӗш региона икӗ ту облаҫӗ пур: Аҫтаха тӑвӗсем (анӑҫра) тата Лебомбо (ҫурҫӗрте) тӑвӗсем. Аҫтаха тӑвӗсен ҫӳллӗшӗ Лесото чиккинче 3000 м таран ҫитет. Лебомбо вара, пачах урӑхла — вӑл Эсватинирен кӑнтӑралла параллеллӗ вырнаҫса тухнӑ ту хырҫисемлӗ авалхи лутра сӑртсенчен тӑрать. Провинцин чи пысӑк юханшывӗ — Тугела, Квазулу-Наталрӑн варринче анӑҫран тухӑҫалла юхать.
Регион ҫанталӑкӗ тӗрлӗ енлӗскер, ҫыран хӗрринче вӑл субтропиклӑ тата нӳрлӗ. Дурбанра, сӑмахран ҫулталӑкри вӑтам нӳрӗк виҫи 1009 мм; кӑнтӑрлахи максимумсем кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗччен 28°С ҫитеҫҫӗ, минимумсем 21°С; ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗччен максимумсем 23°С таран ҫитеҫҫӗ, минимумсем 11°C ҫити ӳкеҫҫӗ. Шалти районсенче ҫуллахи температурӑсем ҫыран хӗрринчи температурӑсемпе пӗр пек, анчах кунти хӗлсем сивӗрех. Аҫтаха тӑвӗсенчи хӗлсем сивӗ те юрлӑ, чи ҫӳллӗ ту тӑррисем ҫулла та кӑпӑшка юрпа витӗнеҫҫӗ. Ҫыран хӗррин ҫурҫӗр пайӗ, Зулуленд, тропик климатне ҫывӑх ӑшӑрах тата нӳрӗрех ҫанталӑкпа палӑрса тӑрать.
Халӑх йышӗ
2011 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх провинцире 10 267 300 ҫын пурӑнать[1][2]. Провинцири халӑха этника тӗлӗшпе пухсан: хура ӳтлисем — 86,8 %; шурӑ ӳтлисем — 4,2 %; тӗрлӗ тӗслисем — 1,4 %; индирен тухнисем тата азинчи ытти тӑрӑхсен сӑнӗллӗ ҫынсем — 7,4 %[2]. Провинцин тӗп чӗлхисем: зулу (77,8 %), акӑлчан (13,2 %)[3].
Администраци тӗлӗшпе пайланни
Квазулу-Натал провинцийӗ 1 хула тӑрӑхӗпе 10 районтан тӑрать:
- Этеквини хула тӑрӑхӗ
- Амаджуба районӗ
- Зулуленд районӗ
- Умкханьякуде районӗ
- Утхунгулу районӗ
- Умзиньятхи районӗ
- Утхукел районӗ
- Умгунгундлову районӗ
- Илембе районӗ
- Угу районӗ
- Сисонке районӗ
Экономика
Дурбан хули — хӑвӑрт ӳсекен хула районӗ тата пысӑк порт, ҫӗршывӑн ытти районӗсемпе чукун ҫулсемпе аван ҫыхӑннӑ. Дурбанпа унӑн тавралӑхӗнчи промышленность шутне сахӑр тростникне тирпейлесси, тумтирпе текстиль туса кӑларасси, хими, нефть тирпейлекен тата целлюлозӑпа хут кӑларакан промышленность, каучук хатӗрлесси, автомобильсене пуҫтарасси, апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗ кӗрет. Ҫавӑн пекех алюмини туса кӑларакан савут та пур. Провинцин ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ Ньюкасл хули те пысӑк индустри центрӗ шутланать. Кунта Mittal Steel South Africa, синтетикӑллӑ резина, хром, хими япалисем кӑларакан предприятисем вырнаҫнӑ, пир-авӑр промышленноҫӗ аталаннӑ.
Ӑнлантарусем
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Квазулу-Натал статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |