Кивĕ Ахпӳрт культура çурчĕ
Кивĕ Ахпӳрт культура çурчĕ, — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче вырнаçнă культура çурчĕ.
Истори
Культура çуртне 1970 çулхи утă уйăхĕнче уçнă. Унчен, ытти ялсенче пекех, вулавăш çурчĕ пулнă. Вулавăш çуртне Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыççан ял клубĕн ятне панă. Вăл пĕчĕк йывăç пӳртре вырнаçнă пулнă.
1970 çулта 200 вырăнлĕ кирпĕч çурт купаласа лартнă. Çĕнĕ çуртра тĕрлĕ мероприятисем иртерме май пулнăранпа кунта республика шайлисене те нумай иртернĕ. Тĕслехрен, 1970 çулта кунта комсомол ĕçченĕсен пĕтĕм союзри совещанине иртернĕ, 1981 çулта — Пĕтĕм союзри ял хуçалăхра мала тухнă ĕçченсен съездне. Кунтах Хресчен сасси хаçачĕн презентацине иртернĕ.
Паллисем
2003 çулта культура çуртне «Тĕслĕхлĕ культура вучахĕ» ятне панă. Пĕр çул маларах вара «Чаплă ĕçлекен ялти культура çурчĕ» ятне панă.
Çыннисем
Нумай вăхăт культура çурчĕн директорĕ вырăнĕнче Хитрова В.В. ĕçленĕ. Çавăн пекех халĕ ертсе пыракан Сеприханова Лидия Михайловна та тăрăшса ĕçлет.