Киву (кӳлĕ)
Ки́ву — тĕп Африкăри Руандăпа Конго Демократиллĕ Республики чиккинчи кӳлĕ, Африкăри мăн кӳлĕсенчен пĕри. Киву кӳллинчен шыв Рузизи юханшыв витĕр кăнтăралла юхса Танганьикăна каять.
Географи
Тусем варринче вырнаçнă. Кӳллĕн лаптăкĕ 2700 км² яхăн, шыв шайĕ тинĕсрен 1460 м çӳлерех. Кӳлĕ рифт айлăмĕнче вырнаçнă. Айлăм сарăлса вулкан хастралăхне ӳстерсе кӳлле тарăнлатать. Кӳллĕн тарăнăшĕ 480 м, тарăнăшĕпе вăл кӳлĕсен хушшинче 16-мĕш вырăнта. Кӳлĕре Иджви утравĕ пур.
1948-мĕш çулта кӳлĕпе юнашар вырнаçнă Китуро вулкан вăраннă, çавăн хыççăн кӳлĕре шыв вĕреме тытăннă, пулăсем пиçсе кайнă. Вырăнти халăх çав пулла кӳлĕрен кăларса çинĕ. [çăлкуç?].
Фауна
Кӳлĕре барбуссем ĕрчеççĕ. Крокодилсем çук.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку Африка пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
| Африкăри мăн кӳлĕсем |
|---|
| Танганьика | Виктори | Альберт | Эдвард | Киву | Малави (Ньяса) |