Клемттел
Клемттел (выр. Клементейкино, тут. Клементейкино) — Тутарстанăн Элмет районĕнчи ял. Чăвашсем пурăнаççĕ. Тĕне кĕмен ял шутланать. Ку ялта А.Трофимов профессор, ÿнер пĕлĕвĕсен докторĕ, руна çырулăхĕллĕ чул юпа тупса ăна Шупашкарти Чăваш гуманитари институтне илсе килнĕ.