Кнессет

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Кнессет
ивр. הכנסת‎
Руководитель Леви, Мики[d][1]
Официаллӑ сайт knesset.gov.il(иврит.)(акăлч.)(ар.)(выр.)
Юрисдикция распространяется на Израиль
Должность руководителя организации Председатель кнессета[d]
Патшалӑх
Никӗсленӗ / йӗркеленӗ вӑхӑт 1949 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ
Главный регулирующий текст Q6421991?
Число мест 120
Логотип
Сӑн
Ӳкерчĕк:2020 Knesset.svg
Расположение штаб-квартиры
Кнессет на карте
Точка
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Кнессет[2] (е Кнесет, ивр. הכנסת‎, арап. الكنيست; ивритран тӳррӗн куҫарсан — «Пуху») — Израиль Патшалӑхӗн пӗр палатӑллӑ уйӑрнӑ ҫынсенчен тӑракан тата саккун хатӗрлекен органӗ, унӑн парламенчӗ шутланать. Кнессет 120 депутатран тӑрать, вӗсене парти списокӗсемпе суйлаҫҫӗ.

Пӗтӗмӗшле сведенисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Израиль парламент республики пулнӑран кнессет влаҫӑн аслӑ органӗ шутланать. Кнессете суйлав иртнӗ хыҫҫӑн Израиль президенчӗ суйланӑ фракцисемпе канашлу ирттерет те вӗсенчен пӗрине пуҫлӑх пулса правительствӑна йӗркелеме хушать, пуҫлӑх пулма коалици правительствине йӗркелеме пултаракана сӗнет (каярахпа фракцин асӑннӑ пуҫлӑхӗ правительство пуҫлӑхӗ, премьер-министр пулса тӑрать). Практикӑра ҫак ӗҫ ялан тенӗ пекех чи пысӑк суйланнӑ фракцисен пуҫлӑхӗ ҫине тиенет, анчах та ку чӑн та ҫапла пулмалли ӗҫ мар: 2009 ҫулхи суйлав хыҫҫӑн президент правительствӑна йӗркелеме Биньямин Нетаньяхуна хушнӑ, унӑн «Ликуд» фракцийӗ 27 мандат пухнӑ пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах Ципи Ливнин «Кадима» фракцийӗн 28 мандат пулнӑ.

1996 тата 1999 ҫулсенче, кнессетӑн 14-мӗшпе 15-мӗш пухӑвне суйланӑ чухне, премьер-министра халӑх хушшинче уйрӑм сасӑлав ирттерсе (правительство пуҫлӑхӗн тӳрӗ суйлавпа усӑ курса палӑртмалли ҫинчен калакан саккунпа килӗшӳллӗн) суйланӑ. Ҫапла вара 1996 ҫулта правительствӑна Биньямин Нетаньяху ертсе пынӑ, 1999 ҫулта — Эхуд Барак. 2001 ҫулта, Барака отставкӑна кӑларнӑ май, премьер-министра каллех тӳрӗ сасӑлав ирттерсе суйланӑ (ку вырӑна Ариэль Шарон йышӑннӑ), ҫав хушӑрах кнессета ҫӗнӗрен суйламан. Унтан премьер-министра тӳрӗ суйлав ирттерсе палӑртассине пӑрахӑҫланӑ.

Правительство йышне, тепӗр енчен, кнессет депутачӗсенчен чылайӑшӗ ырламалла. Кнессет депутачӗсем ҫичӗ ҫулта пӗрре президента суйлаҫҫӗ, ытларах енӗпе вӑл ытларах церемониллӗ функцисене кӑна пурнӑҫлать. Кнессет ӗҫлекен тапхӑр — тӑватӑ ҫул.

Ҫӗршывӑн Тӗп саккунӗсенчен пӗри, кнессет ҫинчен калакан саккун, кашни парламент пухӑвӗ хӑйӗн тивӗҫне ӑна суйланӑранпа тӑватӑ ҫул тӑсӑлакан тапхӑр хушши пурнӑҫланине палӑртать. Саккун кнессет пуххин тивӗҫӗсем вӗҫленнӗ ҫулхи хешван уйӑхӑн виҫҫӗмӗш ытларикунӗнче ҫӗнӗ суйлав ирттермеллине палӑртать. Юлашки ҫул умӗнхи ҫулӗ йӗкӗр пулсан суйлав хевшан уйӑхӗн пӗрремӗш ытларикунӗнче иртет. Тӑватӑ ҫул иртсен кнессет ӗҫӗ вӗҫленни ҫинчен пӗлтерсе ҫӗнӗ суйлав ирттереҫҫӗ. Анчах та кнессет хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламалли вӑхӑта кӗскетме е малалла тӑсма пултарать.

Израильте парламента лекмелли процент пӗчӗк шутланать — вӑл 3,25 % кӑна, ҫавӑнпа кнессета 10 партирен кая мар суйланаҫҫӗ. Мӗнпурӗ 120 депутат вырӑнне чи пӗчӗк шайран ытларах сасӑ пухнӑ партисен хушшинче валеҫеҫҫӗ, миҫе вырӑн лекни пухнӑ сасӑсен пропорциллӗ виҫипе тӳр килет. Ҫав вӑхӑтрах «ытлашши» юлнӑ мандатсене малтанах тунӑ мӑшӑрлӑ килӗшӳсенчи списокпа килӗшӳллӗн валеҫеҫҫӗ[3]. Халиччен Израильте пӗр парти те суйлав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх кнессетри ҫурринчен ытла тӑракан пая (60 ытла мандат) йышӑнма пултарайман, ҫавӑнпа пур правительство та коалициленсе йӗркеленнӗ. Анчах та 1967—1968 ҫулсен тапхӑрӗнче сулахай списокри виҫӗ пӗрлешӗннӗ фракцинче 61 депутат шутланнӑ.

Кнессет историйӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кнессетӑн 1-мӗш пухӑвне («йӗркелекен пухӑва») 5709 ҫулхи 24 теветре — 1949 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче суйланӑ. Пӗрремӗш лару 1949 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче иртнӗ[4]. Чи малтанах кнессет Тель-Авивӑн тӗрлӗ вырӑнӗсенче пухӑннӑ. Пӗрремӗш ларӑвӗсем Тель-Авив музейӗнче иртнӗ, юлашки вара Ротшильд бульварӗнчи Дизенгоф ҫуртӗнче иртнӗ пулнӑ. 1949 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗпе раштавӑн 14-мӗшӗ хушшинчи ларусем Ха-Яркон урамӗпе Тель-Авив ҫыран хӗрри хушшинче вырнаҫнӑ Кнессета (Кикар-ха-Кнессет) тӳремӗнчи «Кесем» кинотеатрта иртнӗ, — 1993 ҫулта кунта «Мигдаль ха-Опера» суту-илӳпе кану центрлӑ офиссемпе хваттер комплексне туса лартнӑ. Кнессетӑн ларӑвӗсем ҫавӑн пекех Тель-Авиври «Сан-Ремо» ятлӑ хӑна ҫуртӗнче иртнӗ. 1949 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче Израиль парламенчӗ Иерусалима куҫнӑ.

Кнессетӑн 17-мӗш пухӑвне 2006 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче суйланӑ. Пуринчен ытларах вырӑна (120-рен 28 вырӑн) Ариэль Шаронпа Эхуд Ольмертӑн «Кадима» ҫӗнӗ парти ҫӗнсе илнӗ. Парламента пурӗ 12 парти суйланнӑ. 2008 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче Шимон Перес Израиль Президенчӗ ҫӗнӗ правительствӑна йӗркелес тӗлӗшпе коалицисем хушшинче килӗшӳ тума пултарайманнине йышӑннӑ, кун пирки вӑл кнессет председательне Далия Ицика пӗлтернӗ, вара парламента салатса янӑ.

Кнессетӑн 18-мӗш пухӑвне суйласси 2009 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче иртнӗ. Пуринчен ытла вырӑна — 28 — «Кадима» парти ҫӗнсе илнӗ. «Ликуд» — 27 вырӑн йышӑннӑ, «Пирӗн кил — Израиль» — 15. Тӑваттӑмӗш вырӑнта «Авода» пулнӑ — 13 вырӑн йышӑннӑ. Кнессета пурӗ 12 парти кӗнӗ.

Кнессетӑн 18-мӗш пухӑвне суйласси 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче иртнӗ. Пуринчен ытла вырӑна «Ликуд — Пирӗн кил — Израиль» ҫӗнсе илнӗ — вӗсене 31 вырӑн лекнӗ, «Йеш атид» ҫӗнӗ партине 19 мандат лекнӗ. «Кадима» электорат чикки урлӑ аран-аран иртнӗ — вӗсене 2 мандат ҫеҫ лекнӗ. Кнессета пурӗ 12 парти лекнӗ.

Кнессетӑн 20-мӗш пухӑвне суйласси 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ. Пуринчен ытла вырӑна «Ликуд» сылтӑм парти ҫӗнсе илнӗ — 30 вырӑн; «Сионистла лагерь» сылтӑм центр партисен альянсӗ (вӑл «Аводӑпа» «Ха-Тнуа» партисем пӗрлешнипе йӗркеленнӗ) 24 мандат ҫӗнсе илнӗ; «Пӗрлешӗннӗ араб списокне» (ХАДАШ, БАЛАД, РААМ, ТААЛ) 13 мандат лекнӗ; «Йеш атид» парти суйлавра тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнса 11 мандат илнӗ; «Пирӗн кил — Израиль» парти суйлавра саккӑрмӗш вырӑн ҫеҫ йышӑнма пултарнӑ, 6 мандат илнӗ. Кнессета пурӗ 10 партипе блок кӗнӗ.

Кнессетӑн 21-мӗш пухӑвне 2019 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче суйланӑ.

Кнессетӑн 21-мӗш пухӑвне 2019 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче суйланӑ. 2019 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче вӑл тупа тунӑ. 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӗҫе пуҫӑннӑ. 2019 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче президент правительствӑна йӗркелеме кнессета мандат панӑ. 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче кнессет саланнӑ. Пурӗ 120 депутата суйланӑ, вӗсенчен 28 — хӗрарӑм. Кнессетӑн чи ватӑ депутачӗ Яэль Герман 1947 ҫулта ҫуралнӑ. Унсӑр пуҫне, Израиль Патшалӑхне йӗркелениччен Хаим Кац (1947 ҫулта) ҫуралнӑ. Парламент спикерӗ пулма Юлий Эдельштейна суйланӑ. 22-мӗш кнессет правительство йӗркелеймен.

Кнессетӑн 23-мӗш пухӑвне 2020 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче суйланӑ.

Кнессетӑн 24-мӗш пухӑвне 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗнче суйланӑ. Чи ватӑ депутат — 1943 ҫулта ҫуралнӑ Зеэв Биньямин Бегин.

Комментарисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ https://www.ynet.co.il/home/0,7340,L-8,00.html
  2. ^ кнессет, (Израиль парламенчӗ). Шаблон:Кӗнеке:Прописная или строчная
  3. ^ Кнессет сайтӗнчи мандансене валеҫмелли йӗрке , Wayback Machine çинчи 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи копийӗ(иврит.) (тӗрӗсленӗ: 2010,04,19).
  4. ^ Knesset - History. knesset.gov.il. Пӑхнӑ кун: 11 Ҫурла уйӑхӗн 2021.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Кнессет статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '