Ковальчук Анна Леонидовна

Анна Леонидовна Ковальчук (ҫур. 1977 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ, Нойштрелиц[d], Мекленбург-Малти Померани) — Раҫҫей театрпа кино актриси, телеертӳҫи. Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ (2020)[2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1977 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Нойштрелиц (ГДР) хулинче ҫуралнӑ. Анна амӑшӗ — Наталья Фёдоровна — ача сачӗн заведующийӗ; ашшӗ — Леонид Иванович — ҫар ҫынни, аслашшӗ — шкул директорӗ. Аннӑн хӑйӗнчен 4 ҫул аслӑрах Павел ятлӑ пиччӗшӗ пур. Ҫавӑн пекех Аннӑн ашшӗ енӗпе пӗр юн йӑмӑкӗ — Екатерина Ковальчук(выр.)чăв. актриса (1993) — пур[3][4][5].

Шкул ҫулӗсене Ленинградра пурӑнса ирттернӗ. Пулас актрисӑн ачалӑхӗ ҫавӑн пекех Ереванпа Мускавра та иртнӗ. Шкулта наукӑсене, уйрӑмах математикӑна, лайӑх вӗреннӗ. Санкт-Петербургри Тинӗсҫум районӗнчи 601-мӗш шкула пӗтерсен малашне кибернетика ӗҫне пикенес тӗллевпе Ленинград политехника институтне вӗренме кӗме шутланӑ. Анчах кӑшт вӑхӑт иртсен актриса профессине суйласа илсе Ленинград театр, музыка тата кинематографи институтне(выр.)чăв. (А. С. Шведерский курсӗ) вӗренме кӗнӗ[6]. Театрта вӗренме кӗнӗ чухне хӑйӗн пулас упӑшкипе Анатолий Ильченкопа паллашнӑ. Студентка чухнех Ленсовет ячӗллӗ театрӑн(выр.)чăв. труппине лекнӗ, унта ӑна Мольерӑн камичӗ тӑрӑх «Мнимый больной» спектакль валли ҫамрӑк героиня шыранӑ Геннадий Тростянецкий режиссёр асӑрханӑ. Спектакль премьери диплом илнипе, унӑн туйӗпе пӗр вӑхӑтрах пулнӑ темелле.

Кинори карьера

Актрисӑн кинори пӗрремӗш ролӗ 1998 ҫулта — Владимир Зайкин режиссёрӑн «Любовь зла» лирикӑлла камитӗнче пулнӑ. Пысӑк чап ӑна «Тайны следствия» (2001) телесериалта Мария Швецова следователь рольне сӑнарлани илсе килнӗ, уншӑн актриса «Закон и общество» тӗнчери право кинофестивалӗнче «Паха паттӑрлӑх сӑнарне пурнӑҫа кӗртнӗшӗн» приз лауреачӗ пулса тӑнӑ.

«Следстви вӑрттӑнлӑхӗсем» телесериалӑн пӗрремӗш серийӗсене ӳкернӗ хыҫҫӑн актриса йывӑр ҫын пулни палӑрнӑ. Лару-тӑрӑва тишкерсе, виҫсе пӑхсан фильм тӑвакансем актрисӑн ҫие юлнине пытарас мар тенӗ. Елена Топильская сценарире тӗп героиньӑн харпӑр пурнӑҫӗ пирки мӗн ҫырнине ҫӗнӗрен васкавлӑн ҫырнӑ. 2000 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче актриса Злата хӗрне ҫуратнӑ, ача ҫуратнӑ тата ун хыҫҫӑн кӑкӑр ӗмӗртнӗ сценӑсене пӗр серине кӗртнӗ.

2005 ҫулта Анна Ковальчук Михаил Булгаковӑн(выр.)чăв. паллӑ романне экранизациленӗ «Мастер и Маргарита» сериалта ӳкерӗннӗ. Маргарита сӑнарне калӑплама «Мастерпа Маргарита дневникӗ» (Елена Булгакован(выр.)чăв. кун кӗнеки) пулӑшнӑ, ӑна актрисӑна ӳкерӳ умӗн парнеленӗ. Унсӑр пуҫне Анна Маргаритӑна выляссине пӗлсен Андрей Кураев диакон ӑна роман ҫинчен ҫырнӑ хӑйӗн алҫырӑвне ярса панӑ. Ҫакӑн пек пысӑк пӗлтерӗшлӗ картинӑри рольшӗн Анна Ковальчук хывӑнма та килӗшнӗ, унччен маларах нихӑҫан та ҫарамасланса ӳкерӗнме килӗшмесси пирки пӗрре мар пӗлтернӗ пулин те. Аннӑшӑн чи кӑткӑсси ҫарамас эпизод пулнӑ, унӑн машинӑран пуҫласа подъезд патне ҫитиччен ҫара каймалла пулнӑ. «Эпӗ машинӑпа пыраттӑм, ман ҫине ҫавӑнтах плащ уртса яратчӗҫ. Публикӑна, паллах, аяккарах пӑратчӗҫ, ӳкернӗ вырӑна хупӑрласа илетчӗҫ, ҫапах та чӳречерен пӑхакан ҫынсем тупӑнатчӗҫ».

Ҫемье

  • Пӗрремӗш упӑшки (1999—2005) — Анатолий Сергеевич Ильченко (14.06.1976), актёр. Хальхи вӑхӑтра — театрпа кино актрисин Наталья Терехован(выр.)чăв. упӑшки.
  • Хӗрӗ — Злата (26.10.2000)
  • Иккӗмӗш упӑшки (2007 ҫултанпа) — Олег Капустин, усламҫӑ.
  • Ывӑлӗ — Добрыня (30.04.2010)

Хисепӗсем

  • Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ (2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ) — ӳнер енӗпе пысӑк тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн[2];
  • Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2008 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ) — ӳнер енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн[7];
  • «Бригантина» кинофестивальте «Рифмуется с любовью» фильмшӑн (2007) «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» парне;
  • «Закон и общество» тӗнчери право кинофестивалӗнче «Паха паттӑрлӑх сӑнарне пурнӑҫа кӗртнӗшӗн» приз лауреачӗ[6];
  • икӗ хутчен «Виват, кино России!» фестивальте «Чи лайӑх хӗрарӑмсен сӑнарӗшӗн» парне («Тайны следствия» тата «Мастер и Маргарита» сериалсемшӗн)[6];
  • «Золотой софит 2015» парни, «Чи лайӑх хӗрарӑмсен сӑнарӗшӗн» (Юрий Бутусовӑн «Город. Женитьба. Гоголь» спектаклӗнчи Агафья Тихоновна сӑнарӗшӗн)[8];
  • Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн «Пулашушӑн» медалӗ («Следстви вӑрттӑнлӑхӗсем» сериалти яваплӑ тата профессиллӗ следователӗн чӑн-чӑн сӑнарне йӗркелес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн)[9].

Пултарулӑх

Театрти рольсем

  • 1997 — «Король, дама, валет». Режиссёр: Владислав Пази — Эрика, хӑна ҫуртӗнче тирпейлӳҫӗ[10];
  • 2001 — «Каренин. Анна. Вронский», Лев Толстой. Режиссёр: Геннадий Тростянецкий — Анна Каренина[11];
  • 2003 — «Кровать для троих», Милорад Павич. Режиссёр Владимир Петров — Лилит[12];
  • 2002 — «Фредерик, или Бульвар преступлений», Эрик-Эммануэль Шмитт. Режиссёр: Владислав Пази — Береника[13];
  • 2004 — «Крошка». Режиссёр: Семён Стругачёв — Кристиана[14];
  • 2005 — «Приглашение в замок», Жан Ануй. Режиссёр: Владислав Пази — Диана Мессершман[15];
  • 2006 — «Мера за меру», Шекспир. Режиссёр: Василий Сенин — Изабелла[16];
  • 2007 — «Night and Day», Биляна Срблянович. Режиссёр: Владимир Петров — Дада[17];
  • 2009 — «Заповедник», Сергей Довлатов. Режиссёр: Василий Сенин — Таня[18];
  • 2012 — «Я боюсь любви», Елена Исаева. Режиссёр: Мария Романова — Аня[19];
  • 2013 — «Все мы прекрасные люди», Иван Тургенев. Режиссёр: Юрий Бутусов — Наталья Петровна[20];
  • 2014 — «Мастер и Маргарита», мюзикл. Режиссёр: А. Носков — Гелла[21];
  • 2014 — «Три сестры», А. П. Чехов. Режиссёр: Юрий Бутусов — Наташа;
  • 2015 — «Город. Женитьба. Гоголь», Н. В. Гоголь. Режиссёр: Юрий Бутусов — Агафья Тихоновна[22];
  • 2019 — «Мёртвые души», Н. В. Гоголь. Режиссёр: Роман Кочержевский — Коробочка.

Фильмографи

Ҫул Ят Сӑнар
1998 ф Любовь зла принцесса
2000 — н. в. с Тайны следствия Мария Сергеевна Швецова
2003 ф Особенности национальной политики телеертӳҫӗ
2004 с Против течения Анна
2004 с Усадьба Елена Николаевна Семёнова
2005 с Мастер и Маргарита Маргарита
2006 ф Рифмуется с любовью Ольга Николаевна
2006 ф Час пик Евгения Архипова
2008 ф Адмиралъ Софья Фёдоровна Колчак, Колчакӑн арӑмӗ
2008 ф Можно, я буду звать тебя мамой? Дарья Семёнова
2009 ф И была война Елизавета Петровна
2009 с Личное дело капитана Рюмина Лиза Панина (Волкова), психиатри больницинче выртакан
2009 с Адмиралъ Софья Федоровна Колчак, Колчакӑн арӑмӗ
2011 с Пётр Первый. Завещание Анастасия Трубецкая-Кантемир княжна, Кантемир кнеҫ арӑмӗ
2016 ф Ура! Каникулы! Надежда Карелина
2018 с Годунов Мария Старицкая, Ливон майра-патши
2018 с Золушка Тӗп фрейлина
2019 с Тайны следствия. Прошлый век Мария Сергеевна Перевалова
2022 с Мой длинноногий деда Шахерезада
2023 с Екатерина.Фавориты императрицӑн юлташӗ Екатерина Дашкова
2025 с Беспринципные в Питере Лена
2025 с Новороссия. Потёмкин Сӑнар ятне кӑтартман
2025 ф Ворожея Глафира, Василиссан амӑшӗ

Телекурав

  • 2009 ҫулта «Россия-1» телеканалӑн «Танцы со звёздами» проекта Герман Мажиринпа мӑшӑрлӑ пулса хутшӑннӑ[23][24].
  • 2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2011 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Анна Ковальчук «Россия-1» телеканалпа «Субботник» ирхи кӑларӑма ертсе пыракан пулса ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн ӑна Татьяна Лазарева улӑштарнӑ[25][26].
  • 2018 ҫултанпа Анна ачасене «Спас» телеканалта («Тайны сказок с Анной Ковальчук» проектра) юмахсем вулать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
  2. ^ 1, 2 Указ Президента Российской Федерации от 30 марта 2020 года № 230 «О награждении государственными наградами Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  3. ^ Судьба человека с Борисом Корчевниковым. Эфир от 25.11.2019. Анна Ковальчук / russia.tv. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
  4. ^ «Золушке повезло, а мне досталось трудом», - актрису Екатерину Ковальчук не узнают на улицах Сыктывкара, но приглашают на главные роли в Голливуд / «Комсомольская правда», 5 апреля 2019. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
  5. ^ Анна Ковальчук узнала, что у нее есть родная сестра / wday.ru, 25 ноября 2019. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3 Анна Ковальчук на сайте театра имени Ленсовета. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ.
  7. ^ Указ Президента Российской Федерации от 17 марта 2008 года № 359 «О награждении государственными наградами Российской Федерации» , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнчи копийӗ
  8. ^ Золотой софит 2015. Сайт премии «Золотой софит». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  9. ^ Александр Бастрыкин провел встречу с творческим коллективом детективного сериала «Тайны следствия» — Следственный Комитет Российской Федерации (англ.). sledcom.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
  10. ^ Король, дама, валет. Театр имени Ленсовета. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  11. ^ «Каренин. Анна. Вронский» на сайте театра имени Ленсовета. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  12. ^ КРОВАТЬ ДЛЯ ТРОИХ - Театр имени Ленсовета, Санкт-Петербург. lensov-theatre.spb.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  13. ^ «Фредерик, или Бульвар преступлений» на сайте театра имени Ленсовета. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
  14. ^ «Крошка» на сайте театра имени Ленсовета. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ.
  15. ^ «Приглашение в замок» на сайте театра имени Ленсовета. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ.
  16. ^ «Мера за меру» на сайте театра имени Ленсовета. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
  17. ^ «Night and Day» на сайте театра имени Ленсовета. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  18. ^ «Заповедник» на сайте театра имени Ленсовета. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  19. ^ Я боюсь любви. Театр Ленсовета. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  20. ^ Все мы прекрасные люди. Театр Ленсовета. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ.
  21. ^ Анна Ковальчук стала возлюбленной Воланда в мюзикле «Мастер и Маргарита». StarHit (18 авӑнӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  22. ^ Город. Женитьба. Гоголь. Театр Ленсовета. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  23. ^ «Танцы со звёздами»: Полный путеводитель по проекту. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  24. ^ Танцы со звёздами: официальный сайт телепередачи. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
  25. ^ Программу «Субботник» теперь будет вести актриса, сыгравшая ведьму Маргариту и следователя Машу Швецову , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнчи копийӗ
  26. ^ Субботник , Wayback Machine çинчи 2007 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнчи копийӗ. Россия-1