Колокольников Юрий Андреевич

Юрий Андреевич Колокольников (15.12.1980, Мускав) — раççей кино актёрĕ, кинорежиссёрĕ тата кинопродюсерĕ.

Биографи

Юрий Колокольников 1980 çулхи раштавăн 15-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Ашшĕ — Андрей Геннадьевич Колокольников — ăсчах, соционика облаçĕнче ĕçлекенскер. Амăшĕ — Марина Сонкина — журналист, çыравçă, тăлмач. Юрий кукамăшĕ, Фаина Сонкина, Юрий Лотманпа пĕрле ЛПУ филологи факультетĕнче вĕреннĕ, чылай çул хушши унпа хутшăннă, каярах хĕрĕпе пĕрле «Юрий Лотман в моей жизни. Воспоминания. Дневники. Письма» кĕнеке çырса кăларнă. Килйыш чăнлавĕпе, Юрий ятне Лотмана чысласа панă.

Пайăр пурнăçĕ

  • Пиччĕшĕ — Фёдор Колокольников, физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ, Галифакс университечĕн профессорĕ.
  • Пĕрремĕш арăмĕ — Надежда Макляровская, экономист, Soho Realty куçамсăр пурлăх егенстви хуçайки;
    • Таисия (2006 çулта çур.)
  • Иккĕмĕш арăмĕ — актриса Ксения Раппопорт (расстались в 2014[1]).
    • София (2011 çулта çур.)

Фильмографи

Каҫӑсем

  1. ^ 45-летняя Ксения Раппопорт развелась со вторым мужем (англ.). Вокруг ТВ. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.