Копосова Ольга Игоревна
Копосова Ольга Игоревна (ҫур. 1970 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ[1], Мускав) — совет саманин тата Раҫҫейӗн киноактриси. Халӑхра ӑна ытларах енӗпе «След» криминаллӑ сериалта ФЭС ертӳҫин Галина Рогозинӑн рольне вылянипе пӗлеҫҫӗ.
Пурнӑҫӗ
Ольга Копосова 1970 çулхи пушăн 28-мӗшӗнче Мускавра çуралнă. Ачаранах спортпа (баскетбол) хăтланнă, юрлама юратнă. Мускаври мусăк колледжĕнче вĕренсе тухнă.
Кинора 1988 çулта, «Неприкаянный» фильмра ӳкерĕнме тытăннă. Спорт шкулĕнче (унта Ольга баскетбол вылянă) вĕренсе тухнине уявланă каçра ăна «Мосфильма» эпизодри роле сăнарлама чĕннĕ. Темиçе эпизода хатĕрлесен, Ольгăна «Мосфильма» резервне тăма сĕннĕ. Хӗрача Б. Щукин ячӗллӗ Аслă театр училищине кĕме тăрăшнă, анчах та пултарулăх конкурсĕнче ăнăçу тупайман, ГИТИС-ри мусăк уйрăмне çул ӳсĕмне пула илмен.
Çакăн хыççăн 1989–1993 çулсенче Ольга Копосова Мускаври мусăк колледжĕнче вĕреннĕ, унта вăл актёр ăсталăхĕпе сцена çинче калаçас пĕлĕве туяннă. Çаплах Ольга кинофильмсенче эпизодри рольсене сăнарланă, практикăра актёрсенчен вĕреннĕ.
2007 çулта «След» криминаллӑ сериалта ФЭС ертӳҫин Галина Рогозинӑн рольне вылянӑ хыҫҫӑн халӑх ӑна паллама пуҫланӑ.
2008 ҫулта актрисӑн амӑшӗпе инкек пулса иртнӗ — вӑл пуйӑс айне лекнӗ. Тепӗр 4 ҫултан, 2012 ҫулта, унӑн ашшӗ йывӑр чирлесе вилнӗ[2]. 2010 ҫулта Ольга Копосовӑн шыҫӑ тупса палӑртнӑ. Актриса химиотерапин тӑватӑ курсӗ витӗр тухса сериала ӳкерӗнме таврӑннӑ. Процедурӑсене пула унӑн ҫӳҫӗ, куҫ хӑрпӑкӗсем, куҫхаршисем ӳкнӗ, ҫакӑ вара гримёрсене пысӑк кансӗрлӗх кӳнӗ. Ольга Копосава онкологие ҫӗнтерме пултарнӑ[3]. 2025 ҫулта «След. Новые легавые» сериалта ӳкерӗннӗ, унта малтанхи пекех ФЭС пуҫлӑхӗн Галина Рогозинӑн тӗп рольне вылянӑ[4].
Харпӑр пурнӑҫӗ
Актрисӑн йӗкӗреш йӑмӑкӗ Анна пур. 2019 ҫулта мӑнастире кайнӑ. Ольга каласа панӑ тӑрӑх, «ӑна унта килӗшнӗ пулас. Унта ӑна темӗнле ӑшӑ туйӑм ҫавӑрса илнӗ. Уншӑн яланах ырӑ кӑмӑлпа хутшӑнни ҫитмен»[2].
Вунӑ ҫул патнелле Копосова Владлен Гореликпа ҫемьеллӗ пурӑннӑ, вӗсем туя 1998 ҫулта палӑртнӑ, 2008 ҫулхи ҫуркунне уйрӑлнӑ. 1999 ҫулта Глеб ятлӑ ывӑл ҫуралнӑ.
Фильмографи
- 1989 — Я в полном порядке — Турист ҫуртӗнчи хӗр
- 1989 — Неприкаянный — дискотекӑри хӗр
- 1989 — Закон — Берия хӗрарӑмӗ
- 1990 — Секс и перестройка (Франция) — таксири хӗр
- 1992 — Сумасшедшая любовь — медсестра
- 1992 — Казино — Джейн
- 1992 — Танцующие призраки — эпизодлӑ
- 1993 — Чёртовы куклы — Обри
- 1993 — Убийца — Ира-гримёр
- 1993 — Месть шута — Маддалена
- 1996 — Барханов и его телохранитель — Шеф хӗрӗ
- 1998 — Сочинение ко Дню Победы — секретарша
- 1998 — Игра в браслетах — карап хуҫин арӑмӗ
- 1999 — Женщин обижать не рекомендуется — официатка
- 2000 — Новый год в ноябре — секретарша
- 2001 — Курортный роман — Марина, модель («Школа выживания» сери)
- 2001 — Next — Алёна, банкри секретарь
- 2006 — В ритме танго — хӑна
- 2006 — 2011 — Счастливы вместе — Анжелика Максимовна, пулӑшу группин тренерӗ
- 2007 — х. в. — След[5] — Галина Николаевна Рогозина полковник, РФ ШӖМ ФЭС ертӳҫи
- 2012 — Свидание — Молох арӑмӗ
- 2025 — След. Новые легавые — Галина Николаевна Рогозина полковник, РФ ШӖМ ФЭС ертӳҫи[4]
Клипсем
- 1994 — Дюна — Борька-бабник — «Королева» (автомастерскойне пынă хӗрарӑм)
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ 1, 2 Выпали волосы и брови: актриса Ольга Копосова победила рак и до конца дней должна принимать таблетки. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
- ^ Борисова, Александра. Звезда сериала «След» Ольга Копосова рассказала о борьбе с раком. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ольга Копосова. Кино-Театр.Ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 30-мӗшӗ.
- ^ Ольга Копосова: «След» — это подарок судьбы! | Евгений Кудряц: Интервью со знаменитыми людьми (выр.). kudryats.journalisti.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ.