Костишко Борис Михайлович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Борис Михайлович КостишкоЧĕмпĕр патшалăх университечĕн ректăрĕ, физика-математика ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Борис Костишко 1965 çулхи раштав, 9 Мордва Республикин Ичалкă районĕн Кемля чиркӳ ялĕнче çуралнă. 1983-1989 çулсенче М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче пĕлӳ илнĕ, 1989-1992 çав университетăн физикăллă электроника кафедринче аспирантурăра ĕçлесе вĕреннĕ.

1992 çулта МПУ-н Чĕмпĕр хулинчи филиалне куçать, çамрăк университетăн пуçару, вĕренӳпе лаборатори никĕсне тата ăслăлăх шкулне никĕслес ĕçсене хастар хутшăнать.

2003 - 2006 çулсенче Борис Михайлович Математика, физика тата информациллĕ технологисен интститутне ертсе пырать,

Арăмĕпе пĕрле ывăлпа хĕре пăхса ӳстереççĕ.

Каçăсем