Кошелев Михаил Тимофеевич

 

Кошелев Михаил Тимофеевич (1911 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ, Чуварлей, Чӗмпӗр кӗпӗрни - 1979 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ, Ташкент) — совет ҫар ҫынни, Совет Союзӗн Геройӗ (1944), гварди сержанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.

Кун-ҫулӗ

Хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ; 5 класс вӗренсе пӗтернӗ. 1926 ҫултанпа Ташкентра пурӑннӑ. Турксиб тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. 1933–1936 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ; демобилизаци хыҫҫӑн Ташкента таврӑннӑ.

1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Ташкентри Ленин райвоенкомачӗ ӑна каллех ҫара чӗнсе илнӗ. Ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пехотӑри ҫапӑҫусене хастар хутшӑннӑ. Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланма тивӗҫ пулнӑ. 1943 ҫулта — 110-мӗш гварди стрелоксен дивизин 310-мӗш гварди стрелоксен полкӗн отделени командирӗ, гварди сержанчӗ.

1943 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче боецсен ушкӑнӗпе Куцеволовка салине (Кировоград облаҫӗн Онуфриевка районӗ) тылран тапӑнса кӗнӗ, гранатӑсемпе дзота пӗтернӗ, ку вара подразделение тапӑнмашкӑн ҫул уҫса панӑ. Гвардеецсем систермесӗр блиндаж патне йӑпшӑнса пынӑ та нимӗҫсен ҫар чаҫӗн штабне ярса илнӗ. Совет салтакӗсем нимӗҫсен офицерне, унӑн ҫумӗнче пит кирлӗ хутсем пулнӑ, тыткӑна илме, темиҫе гитлеровеца пӗтерме пултарнӑ. Унтан, тыткӑна лекнисене пуҫлӑхсене парса хӑварнӑ хыҫҫӑн ҫапӑҫӑва таврӑннӑ та танк десанчӗ йышӗнче 167,8 ҫӳллӗ вырӑна штурмланӑ ҫӗре хастар хутшӑннӑ, унта малалла тапӑнма чӑрмантарнӑ тӑшман дзочӗ пулнӑ. Ҫак ҫапӑҫура, дзота гранатӑсем пӑрахса паттӑрлӑх кӑтартнӑ май, контузиленнӗ.

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнчи «Совет Союзӗн Геройӗ ячӗпе Хӗрлӗ Ҫарӑн офицер, сержант тата рядовойсен составне чыслани ҫинчен» Хушӑвӗпе ӑна «Днепр юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне командовани панӑ ҫар заданийӗсене кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн, юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче ҫапӑҫури ҫитӗнӳсене аталантарнӑшӑн тата хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Совет Союзӗн Геройӗ ячӗпе, Ленин Орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалье чысланӑ[1].

Ҫапӑҫура аманнӑ хыҫҫӑн (контузиленнӗ май) ӑна госпитале сывалма янӑ, ун хыҫҫӑн аманнине пула демобилизациленнӗ те Ташкента таврӑннӑ. Ташкент чукун ҫулӗ ҫинче ӗҫленӗ[2]. 1953 ҫулта КПСС ретне кӗнӗ.

1979 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Ташкентри Ҫар масарӗнчи Паттӑрсен аллейинче пытарнӑ.

Наградӑсем

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Каҫӑсем

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Кошелев, Михаил Тимофеевич статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '