Крылова Зоя Харитоновна

 

Крылова Зоя Харитоновна (1946 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ, Мӑн Марка, Шупашкар районӗ) — ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ветеранӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1961 ҫулта Мӑн Маркари ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ. 1964 ҫулта Ишекри вӑтам шкулта вӑтам пӗлӳ илнӗ. Кайран Шупашкарти машин тӑвакан техникумра (1981), Шупашкарти экономикӑпа технологи техникумӗнче вӗреннӗ[2].

Пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн ӑна Шупашкарти хими комбинатне хӑпартма янӑ[1].

1965–1978 ҫулсенче Шупашкарти агрегат савутчӗн НИО-ра газ операторӗ тата лаборант пулса ӗҫленӗ. 1978 ҫулта ӑна Шупашкар хулин ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмне бухгалтер вырӑнне илнӗ. Каярах вӑл кунта тӗп бухгалтер ӗҫне пурнӑҫлама пуҫланӑ[1].

2004 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ[2].

Хисепӗсем

Зоя Харитовнӑна ҫакӑн пек медальсемпе чысланӑ[1]:

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 221. — 505 с.

Вуламалли

  • Тимофеев А.Т. На берегах Унги-реки. — Шупашкар, 2009.
  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 221. — 505 с.