Крылов Александр Алексеевич (полковник)

Крылов Александр Алексеевич (1785 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, Крылово1840) — полковник.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Александр Алексеевич Улатӑр уесӗнчи Висяга салара[1] ҫуралнӑ.

1802–1817 ҫулсенче хӗсметре тӑнӑ. Вунҫичӗ ҫулхи ҫамрӑк тинӗс артиллерийӗн унтер-офицерӗ шайӗнче ҫӑр ӗҫне пикеннӗ. Часах констапель пулса тӑнӑ. 1810 ҫул тӗлне Повловск гренадер полкӗн поручикӗ шутланнӑ[2].

Бородино ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, аманнӑ. Ку ҫапӑҫу хыҫҫӑн ӑна ҫичӗ ылтӑн шпагӑран пӗрипе чысланӑ. 1813–1814 ҫулсенче чикӗ леш енчи походсене хутшӑннӑ[3]. Ҫавӑн пекех Париж ҫывӑхӗнче аманнӑ[4].

1817 ҫулта ҫарта полковник шайне ҫитсе отставкӑна тухнӑ[4].

1818–1829 ҫулсенче Чӗмпӗрти удел кантурӗн управляющийӗ пулнӑ. 1826 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи дворянсен шутне кӗнӗ.

Ытти дворянсемпе хутшӑнни

Вӑл Языковсемпе, Ивашевсемпе, Филатовсемпе туслӑ пулнӑ.

Хисепӗсем

Александр Алексеевич ҫак хисепсене тивӗҫнӗ[3]:

  • 4-мӗш степеньлӗ Сӑваплӑ Владимир орденӗ, бантпа;
  • 2-мӗш класлӑ Сӑваплӑ Анна орденӗ (тата ҫак орденӑн алмазлӑ паллӑсемпе);
  • «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» Прусси орденӗ;
  • «Хӑюлӑхшӑн» ҫырнӑ ылтӑн шпага (Бородино ҫапӑҫӑвӗшӗн);
  • Дворянсен кӗмел медалӗ;
  • «Парижа илнӗшӗн» кӗмӗл медаль[4].

Алексей Александрович ятне Ҫӑлавҫӑ Христос храмӗнчи астӑвӑм хӑми ҫине тата Бородино уйӗнче вырнаҫтарнӑ Павловск полкӗн лейб-гвардине халалланӑ монумент ҫине ҫырса хунӑ[5].

Ҫемье

1825 ҫул тӗлне унӑн арӑмӗ вилет те унӑн тӑватӑ пӗчӗк хӗр тӑрса юлать. Ҫапла май вӑл Филатов юлташӗн Мария Михайловнӑна качча илет. Ҫӗнӗ арӑмӗпе вӗсен тепӗр ҫичӗ ача ҫуралать[5]. Михаил тата Николай ывӑлӗсене ҫар училищине вӗренсе пӗтернӗ.

А. Н. Крыловӑн аслашшӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Халь Чӑваш Республикин Пӑрачкав муниципаллӑ округне кӗрекен Крылово ялӗ шутланать.
  2. ^ Вячеслав Иванов. Дед академика, родня генерала (выр.). Советская Чувашия (8 авӑнӑн 2012).
  3. ^ 1, 2 КРЫЛОВ АЛЕКСАНДР АЛЕКСЕЕВИЧ (выр.). Семеновский территориальный отдел Порецкого муниципального округа.
  4. ^ 1, 2, 3 КРЫЛОВ АЛЕКСАНДР АЛЕКСЕЕВИЧ (выр.). История Симбирска и Ульяновска.
  5. ^ 1, 2 https://alatbibl.narod.ru/arhiv2020/k190letiyakrilova.pdf

Каҫӑсем